ШӐНКӐРЧ ЯЧӖ ЮРЛАСА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Тимуш тытнă мăлатук,
Сас илтĕнет: тук-тук-тук!
Хӑйĕн тусне вăл кĕтет,
Шăнкăрч йăви хатĕрлет.
Хĕвел хĕру хĕлхемне
Савса сапать çĕр çине.
Шăнкăрч тăван çĕршывне
Çитрĕ, тупрĕ йăвине.
Ячĕ уççăн юрласа
Тимуш тусне тав туса.