ШǍНКǍРЧ

Сарби Раиса Васильевна

Шӑнкӑрч юрӑ шӑратать,

Керменне вӑл юратать.

Иртенпех юрлать хавассӑн,

Тӗнчене мухтать хаваллӑн.

 

Вӗҫсе килнӗ кӑнтӑртан

Çак хаваслӑ тусӑм ман.

Чунӑма хаваслатма

Чӗнчӗ юрӑ шӑратма.

 

Вӑл юрлать, эп те юрлап,

Йывӑҫ айӗнче тӑрап.

Иккӗн харӑссӑн юрлатпӑр,

Пӗр-пӗрне телей сунатпӑр.