Шǎна кǎмпи

Гордеева Светлана Денисовна

Аякранах илĕртет,

Ачасене: «Илĕр», – тет.

Ах, хитре те хĕрлĕ çĕлĕк –

Асанне татмастчĕ ĕлĕк.

Шăна кăмпи – пирĕн мар,

Тĕкĕнмесĕрех хăвар!