ÇĔВĔÇ

Растворцев Андрей Васильевич

Эп çĕлеп упа валли

Тĕрлĕрен тăхăнмалли.

Люба пукане валли

Юбка пур – ик аркăлли.

Ǎшă мулаххай – тилле,

Ан тив, тăхăнтăр хĕлле.

Кăвакал валли – жилет,

Унсăрăн шăнса вилет.

Сан валли, пингвин, – гамаш,

Тăхăн та – юр аш та аш!

Пур принцессăн çĕн кĕпе,

Принц çӳрет камзолĕпе.

Баронесса – чăн пике

Вăрăм-вăрăм аркипе.

Çăванать шывра пепке,

Ǎна чĕркĕп кипкепе,

Çитĕнсесĕн вăл ытах

Çĕлесе парап çытак.