СЕНТТИ ВĂЙЙИ

Иванов Константин Васильевич

Вут пек хĕвел, выляса,

Çÿл тÿпене хăпарать,

Хуллен-хуллен ярăнса,

Кăнтăралла еулăнать.


Сентти килет сиктерсе,

Кĕвентине утланса,

Инкĕш патне çĕмĕрсе

Кĕрсе кайрĕ ахăрса.


Çапать паттăр лашине

Хăй аллинчи хуллипе,

Ăнсăртранах инкĕшне

Тапса илет урипе.