Çене парне

Малгай Иван Григорьевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Савăнăç юрри

Çуркунне пуçламăшĕ

Тăри

Савăн, шăнкăрч

Шăнкăрч юрри

Кунта хĕлле, унта çулла

Тухса курăр

Çурхи илем

Çурхи вăрман

Куккук килнĕ

Сарă лĕпĕш

Ырă ĕç

Кăткăсем

Ан вĕрентĕр юнтарма

Сад тăваççĕ

Пĕртăвансем

Вăл ăçта, эп çавăнта

Пĕчĕк пулăç

Татрăм хурăн çырлисем

Ман пичче – кĕтӳç

Ăшă çумăр

Пулăра

Çавăн пек пулмалла

Хĕл каçма

Ёлка умĕнче

Хĕл çитсен

Кăвайт

Çийĕр, çийĕр

Вăйăра

Ачасенче – пуласлăх

 

Савăнăç юрри

 

Янкăр-янкăр çӳл тӳпере

Хěвел ярăнса çӳрет,

Пире савать, пире лăпкать,

Пире ăшшăн ачашлать.

 

Чун-чěререн хавхаланса,

Пурăнатпăр савăнса,

Ăçта пыран, унта аван,

Унта çывăх тус-тăван.

 

Эх, илемлě уй-хирěсем.

Эх, илемлě улăхсем.

Мěн пур енче машин кěрлет

Хăть кăнтăрла, хăть çěрле.

 

Тырри-пулли пӳлме тулли,

Куçăм тулли сар тулли

Çулсеренех ăнса пулать,

Çěршыв кунран кун пуять.

 

Ҫуркунне пуҫламӑшӗ

1

Пӑт, пӑт,

Пӑтӑр, пӑтӑр,

Тумламсем ӳкеҫҫӗ, пӑхӑр!

Ирӗлет шап-шурӑ юр,

Ҫуркунне пуҫламӑш пур.

Эх-хах!

Хӑвӑрт, хӑвӑрт

Ҫитсе килӗ кӗтнӗ вӑхӑт.

Шывсем юхӗҫ урамра, –

Шавласа пирӗн умрах.

Ши! Ши!

Шӑнкӑрч килӗ, –

Ҫӗнӗ юрӑ илсе килӗ.

Пиччепе пӗрле халех

Ун валли тӑвас вӗлле!

 

2

Кар! Кар-р!

Курак килнӗ.

Ҫуркунне ӗнтӗ пулать.

Эх, ҫанталӑкӗ илемлӗ,

Сар хӗвел ҫиҫет, кулать.

Кар! Кар-р!

Курак килнӗ,

Пырса ларнӑ йӑвине.

Ҫулӗ пулнӑ, тет, телейлӗ,

Халь кӗтет, тет, мӑшӑрне.

 

Тăри

 

Çăмăллăн çĕкленчĕ

Тӳпене тăри.

Уççăн кĕвĕленчĕ

Кăмăллă юрри.

 

Çитрĕ ĕнтĕ, çитрĕ

Ăшă çуркунне.

Хăвăрт илемлетрĕ

Уй-хирсен тумне.

Савӑн, шăнкăрч

Ҫавӑр, ҫавӑр, шӑнкӑрч,

Йӑвуна.

Шӑрантар эс, шӑнкӑрч,

Юрруна.

Ҫитрӗ, ҫитрӗ, шӑнкӑрч,

Ҫуркунне.

 

Савӑн халӗ, шӑнкӑрч,

Пирӗнпе.

Саншӑн хатӗр, шӑнкӑрч,

Ҫӗн вӗлле, –

Ҫӗн пӳртре ҫӗн юрӑ

Кӗвӗле!

Шӑнкӑрч юрри

Ҫитрӗ, ҫитрӗ ҫуркунне.

Эп те ҫитрӗм васкаса,

Ай, юрлам-ха юррине,

Ачасем, сире савса.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв ҫине

Хӗвел пӑхрӗ йӑл кулса.

Ай, юрлам-ха юррине,

Ачасем, сире савса.

Эсир тунӑ вӗллине

Хӑвӑрт тупрӑм шыраса.

Ай, юрлам-ха юррине,

Ачасем, сире савса.

Питӗ пысӑк тав сире,

Ӑслӑ, ырӑ ачасем, –

Кӗтсе илнӗшӗн пире

Чысласа, хисеплесе.

Мӗн пек ырлӑх халь мана,

Инҫетрен килнӗскерне,

Чунӑм, чунӑм савӑнать, –

Питӗ пысӑк тав сире!

Ҫитрӗ, ҫитрӗ ҫуркунне.

Эп те ҫитрӗм васкаса.

Ай, юрлам-ха юррине,

Ачасем, сире савса.

 

Кунта хӗлле, унта ҫулла

 

Кунта хӗлле, унта ҫулла.

Ӑҫта унта?

Ӑшӑ Крымра.

Ҫырмасенче шӑнман шывсем.

Тем чухлӗ симӗс йывӑҫсем.

Кунта юр пур, унта юр ҫук.

Ӑҫта унта?

Ӑшӑ Крымра.

Кураймӑн эсӗ кунашкал

Куп-кукӑр пуҫлӑ ҫунашка.

Хӗвел хӗртет ялан унта.

Ӑҫта унта?

Ӑшӑ Крымра.

Миндальсемпе улмуҫҫисем

Кӗҫех ҫураҫҫӗ чечексем.

Тинӗс шавлать пӗрмай унта.

Ӑҫта унта?

Ӑшӑ Крымра.

Нумай пулмасть пичче унтан, –

Канса килейрӗ Артекран.

 

Тухса курăр

 

Пур енчен те тапса анчě

Вăрман шывě çырмана, –

Ейĕве тухса саланчĕ,

Тулса ларчĕ çырана.

Тухса курăр, пăхса юлăр:

Пăшăл-пăшăл пăр каять.

Выльăр, чупăр, хавасланăр, –

Ак, часах çулла пулать.

Шăтса тухĕ симĕс курăк

Пур çĕрте те чăшăлах.

Чупса çӳрĕ путек-сурăх

Тухса ешĕл улăха.

Иртсе кайрĕ сивĕ хĕлĕ,

Иртрĕç сивĕ çилĕсем,

Кулса ячĕ çут хĕвелĕ…

Выльăр, кулăр, ачасем!

Кайăк хурĕ сасă пачĕ

Янкăр уçă тӳперен.

Йăва турĕ кăвакарчăн

Пирĕн çĕнĕ пӳрт пуçне.

Курса юлăр, сывпулашăр

Юлашки шур юрпала.

Выльăр, чупăр, хавасланăр, –

Пăшăл-пăшăл пăр каять.

 

Ҫурхи илем

 

1

 

Илтетни эс, ҫырма шавлать,

Ҫырма тӑп-тулах ейӳре,

Ěнтӗ пӑртан вӑл тасалать,

Пулла пыма чӗнет пире.

Илтетни, тусӑм? Кайӑк хур

Кикаклатать пуҫ тӳпинчех.

Таҫта тӑрна сасси те пур,

Анчах кунтан инҫе, инҫе.

Илтетни, тусӑм? Иртенпех

Хавас юрлаҫҫӗ шӑнкӑрчсем,

Хӑйсен хитре вӗллисемпе

Питех те кӑмӑллӑ вӗсем.

 

2

 

Куратни, тусӑм? Хурӑнсен

Чӑмӑртанаҫҫӗ папкисем,

Ҫулҫӑ сарса, симӗсленсе,

Ларасшӑн ешӗл киленсе.

Куратни, тусӑм? Тракторсем

Кӗрлеҫҫӗ аслӑ уй-хирте,

Эпир хӗлле – шкул ачисем –

Юр куписем тунӑ ҫӗрте.

Куратни, тусӑм? Фермӑра

Кӑнтӑрлахи ӑшша кура

Йӑлт-ялт, йӑлт-ялт сиккелесе,

Чупаҫҫӗ пӗчӗк путексем

Ҫурхи вӑрман

Ҫурхи симӗс вӑрмана

Кайса куртӑмӑр паян,

Унта юрӑ шӑранать –

Кайӑк сасси – ян та ян!

Килсе ҫитрӗҫ шӑпчӑксем –

Пирӗн кӗтнӗ хӑнасем,

Шӑппӑн-шӑппӑн ларма мар,

Юрӑ-кӗвӗ шӑратма.

Ҫурхи ҫутӑ илемпе

Савӑнаҫҫӗ халь вӗсем, –

Ҫӗкленӳллӗ кӗвӗпе

Янӑраҫҫӗ юррисем.

Вӑрман ҫумӗн – утмаҫул,

Утмаҫулӗ – пирӗн ҫул,

Утнӑ майӑн ҫил лӑпкать,

Кӑкӑра уҫӑлтарать.

Эпир пухрӑмӑр чечек, –

Хамӑр пек вӗсем чечен,

Вутӑн-хӗмӗн тӗлкӗшсе

Илӗртеҫҫӗ куҫсене

 

Куккук килнĕ

 

Куккук килнě, куртăр-и?

Куртăмăр.

Ку-ку, ку-ку! тенине

Илтрěр-и?

Илтрěмěр.

 

Эпир ун чух вăрманта

Пултăмăр.

Хитре-хитре

Чечексем

Пухрăмăр.

 

Сарă лĕпĕш

 

Пуçласа паян эп куртăм

Сарă лěпěш вěçнине, –

Пырса ларчě çěнě çуртăн

Йăлтăр кантăкě çине.

Çурхи çилĕ хумхантарнăн

Икĕ çăмăл çунатне –

Вĕлтĕр-вĕлтĕр вылянтарчĕ,

Чĕнчĕ лĕпĕш хăй патне.

Эп пымарăм, хускатмарăм,

Пăхса тăтăм савăнса,

Сарă лĕпĕш вĕçсе кайрĕ,

Вĕлтĕр-вĕлтĕр тутарса.

 

Ырӑ ӗҫ

 

Кайӑксен те пур инкекӗ

Хӑшпӗр чух пурнӑҫӗнче:

Паян шӑнкӑрчӑн пӗр чӗпӗ

Тухса ӳкнӗ йӑвинчен.

Алла илтӗм, пӑхкалатӑп,

Хӑй ниҫтан та аманман.

Лӑпкӑн-лӑпкӑн ачашлатӑп, –

Вӑл пӗчикке те айван.

Анчах пурпӗр унӑн-кунӑн,

Тем каласшӑн пек пулса,

Пӑхкалать вӑл шиклӗ чунлӑн,

Куҫсене чари уҫса.

Пит аван ҫурхи ҫанталӑк,

Йӑлтӑрать ирхи хӗвел.

Пурнӑҫ кирлӗ кайӑка та, –

Кирлӗ ирӗклӗх, телей.

Эп пусма илсе тухатӑп,

Тӑратма йӑмра ҫумне,

Йӑвинех ухса хуратӑп

Ӳкнĕ шӑнкӑрч чӗппине

 

Кӑткӑсем

 

Кӑткӑсем, кӑткӑсем...

Пысӑк тӗмӗ тунӑ.

Кил-ҫуртне тума вӗсем

Мӗн тери вӑй хунӑ?!

Килсе курӑр, ачасем,

Пӑхӑр-ха, ӗҫлеҫҫӗ.

Халь те улӑм пӗрчисем

Йышлӑн сӗтӗреҫҫӗ.

Малалла та каялла

Васкаса чупаҫҫӗ.

Ак, шыв урлӑ каҫмалла, –

Час кӗпер хураҫҫӗ.

Кӑткӑсем, кӑткăсем...

Пысӑк тӗмӗ тунӑ.

Тӑрӑшса кунта вӗсем

Мӗн тери вӑй хунӑ!

 

Ан вӗрентӗр, юнтарма

 

Темӗн пулчĕ, тем ҫитмерӗ,

Тем тӑвасшӑн пирӗн Вера? –

Хучӗ ҫутӑ кашӑкне,

Тӑсрӗ пӗчӗк тутине.

Ҫавӑнтах анне систерчӗ, –

Куҫӗпех пире пĕлтерчӗ:

Лартӑрах вӑл, лартӑрах,

Хӑйне май юнтартӑрах.

Ак эпир апат ҫиетпӗр –

Пуҫтаратпӑр та илетпӗр.

Ларса юлтӑр вӑл пӗччен

Кӑмӑлне тӳрлетиччен.

 

Сад тăваççĕ

 

Таврара ҫурхи ҫанталӑк

Таврара илем...

Тӑрӑшсах паян ӗҫлеҫҫĕ

Пирӗн пиччесем.

Йывӑҫ хыҫҫӑн

Йывӑҫ, йывӑҫ...

Ҫӗр чавса лартса

Питĕ пысăк сад тӑваҫҫӗ,

Картине тытсах.

Тӑрӑшмасăр,

Вӑй хумасӑр

Кирлӗ ӗҫ пулмасть,

Кӑшт ӳркентĕн, ĕҫлемерӗн –

Ҫук ҫырла, улма…

 

Пӗртӑвансем

 

Эсир курнӑ-тӑр пирӗ,

Шӑллӑмпа иксӗмӗре,

Кашни ир ача садне

Алла-аллӑн кайнине.

Кашни кун эпир унта

Ирттеретпӗр вӑхӑта.

 

Хӑть ҫулла, хӑть кӗркунне

Хӑть хӗлле, хӑть ҫуркунне

Кунта савӑнӑҫ ҫӳрет –

Хаваспа пӳрт-ҫурт вӗрет.

Пӗр килсен каяс килмест.

Кун иртни те сисӗнмест.

 

Вӑйӑсем эпир вылятпӑр,

Юрӑсем эпир юрлатпӑр,

Вӗренетпӗр сӑвӑсем,

Вӗренетпӗр ташӑсем,

Юмахсем калатпӑр,

Картинсем тӑватпӑр.

 

Эсир курнӑ-тӑр пире,

Шӑллӑмпа иксӗмӗре,

Алла-аллӑн тытӑнса

Килнине садран тухса.

Кашни кун эпир унта

Ирттеретпӗр вӑхӑта.

 

Вăл ăçта, эп ҫавӑнта

 

Эпир кӳршӗ ачипе –

Петӗрсенӗн Ваҫҫипе

Туслӑ пурӑнатпӑр:

 

Эп ӑҫта,

Вӑл ҫавӑнта, –

Вӑл ӑҫта,

Эп ҫавӑнта,

Кӑмӑллӑн вылятпӑр.

 

Ӗмӗтсем те пӗр пекех,

Шухӑшсем те пӗр пекех.

Сывӑ ҫитӗнетпӗр.

 

Кӗркунне,

Шкула кайсан,

Питӗ хытӑ тӑрӑшса

Вӗренесчĕ,

Тетпӗр.

 

Пӗчӗк пулӑҫ

 

Айван мар-и

Пирӗн Шурик,

Пӑхӑр-ха шухӑшласа?

Вӑлта илчӗ те

Тула

Тухса кайрӗ васкаса.

 

Ҫумӑр шывӗ

Тулса ларнӑ

Пысӑк, пысӑк лакӑмра.

Тӗлӗнтермӗш,

Пул тытасшӑн

Вӑлтапа хамӑр умрах.

 

Эп каларӑм:

Шӑллӑм, Шурик,

Пулӑ ҫук унта, ӗнен,

Аттепе ак Атӑла

Эс те пырӑн кӑшт ӳссен.

 

Татрӑм хурӑн ҫырлисем

 

Пӗлтерем ӗнтӗ сире:

Паян тӑтӑм та ирех

Тухса кайрӑм ҫырлана

Эпӗ ҫывӑх вӑрмана.

 

Чараймарӗҫ тӗмӗсем,

Йывӑҫсем те, туратсем.

Татрӑм чи хӗрлисене,

Хӗвелпе пиҫнисене.

 

Пурак тулчӗ самантрах,

Тухса килтӗм каялла.

Ҫитес терӗм хӑвӑртрах

Ялалла…

 

Атьӑр, халӗ ачасем,

Пурте пырӑр манпала.

Пулӑр чыслӑ хӑнасем, –

Ҫитерем сире ҫырла

 

Ман пичче – кӗтӳҫ

 

Ҫитеймен-ха типсе

Каҫхине ӳкнӗ сывлӑм,

Ҫитеймен-ха хӗвел

Хӑпарса тӳпене.

Сурӑхсем васкасах

Симӗс курӑк ҫиеҫҫӗ.

Вӑрманта пӗр куккук

Авӑтать паҫӑрах,

Ун хитре сассине

Ман пиччеҫӗм кӗтӳҫӗ

Итлесе ҫаврӑнать

Хӑй кӗтӗвӗ тавра.

Ман пиччеҫӗм кӗтӳҫ

Хисепре, тараватлӑ,

Вӑл тӑвать хӑй ӗҫне

Чӗререн юратса.

Кӗтӳ лӑпкӑ чухне

Кӗсйинчен кӑларать те

Кĕнеке те тытать

Хаçатсем те вулать.

Сурăхсем васкасах

Симĕс курăк çиеççĕ,

Путексем сиккелеççĕ

Вĕсен умĕнче.

Савăнать вĕсемпе

Ман пиччеçĕм кĕтӳçĕ

Улăхри пĕчĕк шыв –

Пушанар – хӗрринче.

Халь кӑна вӑл шкулта

Тӑрӑшса вӗренетчӗ.

Вӑхӑт хӑвӑрт иртет.

Аллинче аттестат...

Вӑл колхоз фермине

Ěҫлеме яла юлчӗ.

Вӑл кӗтӳҫе паян,

Хӑй ӗҫне юратать.

 

Ăшă çумăр

 

Аннепеле эпир кайсаччĕ

Ěнер ирех çырла татма.

Килес чухне тӳпе хуралчĕ,

Пуçларĕ çумăр та çума.

Вара пире йĕпетрĕ çумăр,

Нумаях мар,

Кăшт çеç кăна.

Анне каларĕ: çутăр, çутăр,

Эпир кĕтсеччĕ-ха ăна.

Каларăм эп те:

Çутăр, çутăр,

Шăвартăр манăн йăрана.

 

Пулӑра

 

Ир-ирех пулла каятпӑр

Эпир кӳршӗ Ваҫҫапа.

Сахал мар карас тытатпӑр

Иккӗн икĕ вӑлтапа.

 

Виçĕмкун тата эп тытрăм

Темĕн пысăкăш çăрттан.

Ҫат та ҫат туртса кӑлартӑм

Тарӑн-тарӑн авӑртан.

 

Ҫавӑн пек пулмалла

 

Пӗтӗмпех саралнӑ ҫулҫӑ,

Витӗрех саралнӑ ҫулҫӑ

Вӗҫсе анчӗ ҫӗр ҫине,

Ӳкрӗ ман ура умне.

Иртсе кайрӑм, таптамарӑм,

Иртсе кайрӑм та шутларӑм:

Ӳкрӗ ҫулҫӑ ҫул ҫине

Ӗмӗрлерӗ ӗмӗрне.

 

Инҫе мар, эпир пӗлетпӗр,

Ҫуркунне ҫитет, кӗтетпӗр,

Ӳкнӗ ҫулҫӑ вырӑнне

Турат ҫакӗ ҫӗннине.

Ҫӗнни пулӗ, симӗс пулӗ, –

Ҫу каҫах ем-ешӗл пулӗ,

Ҫавӑн пек ӗнтӗ йӑла, –

Ҫавӑн пек вӑл пулмалла.

 

Хӗл каçма

 

Кайӑк хурсем вӗҫсе иртеҫҫӗ

Ҫӳлтен, ҫӳлтен...

Кӑнтӑралла.

Эй, ачасем, сыв пулӑр, теҫҫӗ

Пӗр евӗр янкӑр саспала.

Карти-картийӗн, вӗҫе-вӗҫӗн

Пыраҫҫӗ кӑмӑллӑн иртсе.

Эпир пӑхса тӑратпӑр, вӗҫӗм

Тӗрӗс-тӗкел çитӗр, тесе.

Хурланар мар, кулянар мар

Инҫе, инҫе халь ӑсатар.

Пӗлетпӗр, пурте ӑнланатпӑр –

Вӗсем каяҫҫӗ хӗл каҫма.

Ҫурхи кунсем килсен

Куратпӑр –

Каллех ҫитеҫҫӗ каялла.

 

Ёлка умӗнче

 

Савӑнса чун-чӗререн

Ҫӗнӗ Ҫулшӑн ҫӗнӗрен

Эпир юрӑ хыврӑмӑр,

Ёлка умне пытӑмӑр.

 

Эй, телейлӗ Ҫӗнӗ Ҫул,

Пирӗнпе хаваслӑ пул!

Эпир мар-и, ачасем,

Чи илемлӗ чечексем?

 

Савӑнар телейлӗшӗн,

Кунҫулсем хӗвеллӗшӗн

Эй, телейлӗ Ҫӗнӗ Ҫул,

Пирӗнпе хаваслӑ пул!

 

Ҫӗршыва сума суса,

Тав тӑватпӑр мухтаса –

Ҫут кунҫул пилленӗшӗн,

Юратса ӳстернӗшӗн.

 

Эй, телейлӗ Ҫӗнӗ Ҫул,

Пирӗнпе хаваслӑ пул!

 

Хӗл ҫитсен

 

Васкаса кӗр куне иртрӗ,

Ҫулҫӑ пӗтрӗ тӑкӑнса.

Сисӗнмесӗр хӗл те ҫитрӗ.

Шурӑ шупӑр тӑхӑнса.

 

Ҫырмасем те,

Кӳлӗсем те

Пӑрпа витӗнчӗҫ каллех:

Коньки хатӗр, сыр-ха йӗлтӗр...

Ярӑнма каяр халех

 

Ак, каятпӑр уҫӑлмашкӑн

Тарӑн-тарӑн ҫырмана.

Уҫӑ пулӗ сывламашкӑн,

Савӑк пулӗ ярӑнма.

 

Вӗренмешкӗн те,

Канма та

Пултаратпӑр вӑхӑтра.

Ҫитӗнсе-ӳссе пыратпӑр

Чи телейлӗ Ҫӗршывра.

 

Кӑвайт

 

Ак, каллех таврана

Каҫ тӳлеккӗн ҫитсе

Пур ҫӗре те хупларӗ те илчӗ.

Ҫывӑхри вӑрмана,

Пӗр йыша пӗрлешсе,

Ачасем юрласа канма килчӗҫ.

 

Чӗртсе ячӗҫ кӑвайт.

Ҫулӑм илчӗ хыпса,

Пӗлӗте ҫитиех ҫутӑ кайрӗ.

Селӗм юрӑ юхать

Шӑплӑха хускатса,

Пионер юрри

Уҫҫӑн янрарӗ.

 

Юмахри пек тӗнче

Курӑнать халь пире.

Инҫете каять камӑллӑ сасӑ.

Ҫак кӑвайт умӗнче

Савӑнать чун-чӗре –

Ку вӑл пирӗн ачалӑх хавасĕ

 

Ҫӗршыв панӑ пире

Чаплӑ пурнӑҫ туса.

Ачаран эпир паттӑр ӳсетпӗр

Ҫун, илемлӗ кӑвайт,

Ҫуттӑнрах ҫуталса!

Пирӗн пурнӑҫ

Куллен чечеклентӗр!

 

Ҫийĕр, çийĕр

 

Пахчана эп сӗтел лартрӑм,

Хутӑм тӗрлӗ ҫимӗҫсем.

Пычӗҫ, ав, кӑсӑясем –

Шутласа та, ак, кӑлартӑм,

Ҫирӗм пиллӗкӗн вӗсем.

Васкасах апат ҫиеҫҫӗ,

Выҫса ҫитнӗ пулмалла.

Хушӑран пӑхса илеҫҫӗ

Унталла та кунталла –

Шикленеҫҫӗ пулмалла.

Ҫийӗр, ҫийӗр,

Ан шикленӗр,

Вӑтанмасӑр, именмесӗр,

Ҫийӗр, терӗм вӗсене –

Хамӑн кӑсӑясене, –

Чӗвӗлти тусӑмсене!

 

Вăйăра

 

Ту ҫинче пур ирӗк вырӑн, –

Ирӗк вырӑн – пӗр тӳрем,

Ҫавӑнта ларать шур хурӑн,

Ун тавра выртать ҫерем.

 

Хӑвӑрт кайрӗ кӑпӑш юрӗ

Кӑҫал ҫакӑ тӳремрен.

Шура хурӑн хапӑл турӗ,

Выляма чӗнсе пире.

 

Кашни кун унта каятпӑр

Эпир савӑк ачасем:

Сӑвӑ-юрӑ янрататпӑр,

Ирттеретпӗр вӑйӑсем.

 

Ӑшӑ ҫилӗ вӑштӑр-вӑштӑр

Пӗр килет те, пӗр иртет.

Ӑна уншӑн тав тӑватпӑр, –

Пирӗн йышӑм хӗпӗртет.

 

Ачасенче – пуласлăх

 

Сад пахчисем

Шап-шурӑ ҫеҫкере.

Ытарайми илемлӗ-ҫке

Тавралӑх.

 

Ҫемҫен-ҫемҫен

Ӑш ҫил чупса ҫӳрет,

Йывӑҫсене лӑпкать вӑл

Тараватлӑн.

 

Чечексем пек

Ӳсеҫҫӗ ачасем.

Вӗсем кашни

Телейлӗ те хаваслӑ.

 

Ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑр –

Йӑлтӑр куҫӗсем.

Ачасенче – умри хитре

Пуласлӑх.

 

Телейлӗ кун!

Телейлӗ ачасем!

Эпир сире саватпӑр,

Хисеплетпӗр.

 

Мир ялавне

Хӑюллӑн ҫӗклесе

Вут-вӑрҫӑран сыхлатпӑр,

Хӳтӗлетпӗр.

 

Вӗренӗр, ӳсӗр

Чаплӑ шкулсенче,

Хӑюллӑ та маттур

Пулмашкӑн ӗмĕтленĕр.

 

Уй-хирсенче,

Пиншер заводсенче

Хастарлӑн ӗҫлемешкӗн

Тӗрекленĕр.

 

Кунҫул кӗрлет

Хӑватлӑ вӑй-халпа.

Ырлӑх кӳрет пире

Юратнӑ парти.

 

Эпир ӑна

Чи ӑшӑ камӑлпа

Чун-чӗререн мухтатпӑр,

Тав тӑватпӑр.