САВНĂ ÇĔРШЫВĂМ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Сана чунтан юратнăран

Эпир телейлĕ ачаран.

Тухмастăн эсĕ асăмран,

Пире вăй-хал парса тăран,

Тăван анне, Тăван çĕршывăм.

Сана чунтан юратнăран,

Хисеплесе пурăннăран,

Ĕçпе пĕрле тăрăшнăран

Пире эс ырлăх халаллан,

Тăван анне, Тăван çĕршывăм.

Сана чунтан юратнăран,

Эс çирĕп, вăйлă пулнăран,

Ятна ĕçпе упранăран

Эпир тăшман хурри пулман,

Тăван анне,

Тăван çĕршывăм.

Сана чунтан юратнăран,

Эс хĕвел пек ăшăтнăран,

Малашлăха çул уçнăран

Пире мăнаçлăн курăнан,

Тăван анне, Тăван çĕршывăм.