Савăнăç

Васянка Никифор Тарасович

Уроксем пĕтсен тухатпăр

Выляма та уçăлма.

Пахча çимĕçĕ лартатпăр

Е каятпăр пул тытма.

 

Эпир сывлăхлă ӳсетпĕр,

Хăнăхатпăр ĕçлеме.

Атăлта ишме пĕлетпĕр,

Ярăнатпăр кимĕпе.

 

Сарăлать кунта та Атăл!

Янрать савăнăç кĕвви.

Аслă тинĕс пек пулатъ вăл

Шупашкарăмăр пĕви.

 

Пирĕн халăх – паттăр халăх,

Чечеклет хăй пурнăçне.

Иксĕлми вăй-хал, ăсталăх

Капăрлатрĕç çын ĕçне.

 

Çамрăксем вăй-хал хураççĕ

Çĕнĕ аслă стройкăра.

Станокне типтер тытаççĕ

Чи примерлă вахтăра.

 

Ачасем те хутшăнатпăр, –

Пионер малта лырать.

Йывăçсем лартма тухатпăр –

Пулăшатпăр çĕршыва.

 

Аттесен мухтав ялавĕ

Куçать шанчăклă алла.

Пионерăн тĕп йăла вăл:

Ялан хатĕр пулмалла.

 

Вăйăран, ĕçрен кĕретпĕр –

Кĕнекемĕр алăра.

Пиллĕкрен кая илместпĕр

Хăть хăçан та урокра.