САВĂНĂÇ

Бурнаевский Валентин Григорьевич

Чапаев дивизийĕн штабне кавалеристсенчен те, пехотинецседчен те уйрăлсарах тăракан çар тумне тăхăннă çын килчĕ. Вăл кĕсйинчен темле хут кăларчĕ те начдив патне пычĕ.

26-мĕш авиаци отрячĕн командирĕ Степанов! — рапорт пачĕ вăл дивизи начальникне.— Мана хам отрядпа сирĕн дивизие ячĕç.

Чапаев авиаотряд командирĕнчен герблă пичет пуснă документа илчĕ те «Александр Михайлович Степанов» текен сăмахсене вуларĕ.

Летчик эппин?

Тĕп-тĕрĕс. Летчик! Авиатор!

Лайăх!.. Питĕ лайăх! — чăннипех савăнчĕ начдив. Вара юлташĕсем çине тулли кăмăлпа пăхса илчĕ.— Ман дивизире летчиксем кăна çитместчĕç-ха. Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм йышши çар пур: летчиксем, моряксем, юланутçăсем, стрелоксем, автомобилистсем, броневикçĕсем... Пурте! Тавтапуç, юлташсем! Савăнтартăр мана!