САС ПАЛЛИСЕМ

Азамат Светлана Васильевна

Ашшĕ-амăш куçĕнче –

Ачи-пăчи – пĕр тĕнче.

 

Ăн – ăнкарма, ăнланма,

Ăслăлăха ăнтăлма.

 

Библи – пурнăç кĕнеки,

Букварь – пĕлӳ кĕреки.

 

Витĕм кирлĕ вăхăтра

Вĕкеленни вырăнсăр.

 

Гранит – çирĕп, чаплă чул,

Графит – çемçе, хура чул.

 

Демократи саккунĕсем

Депутатсен шайĕнче…

 

Ертӳçĕсен йĕрĕ çине

Еткерçĕсем тухаççĕ.

 

Ĕç-хĕл – ĕçчен палăкĕ,

Ĕрче, чăваш халăхĕ.

 

Ёлка тавра çаврăннă чух

«Ёштăр-ваштăр» пулкалать…

 

Журналистем – сăмахпа

Жонглер евĕр выляççĕ.

 

Зефир – пылак çимĕç пур,

Зефир – мамăк пусма пур.

 

Илес-милес çил-тăман

Ирпе каçа пăхăнмасть.

 

Йăнăш – йынăшса йăлăхтарать,

Йăпану – йăваштарать.

 

Карап тума пуçличчен

Кимĕ тума пуçланă.

 

Лайăх йăла-йĕркене

Ламран лама куçарас.

 

Мăшăр аван пулсассăн

Мăшкăл курас хуйăх çук.

 

Нӳре кайнă çанталăка

Нухрат сĕнсе чараймăн.

 

Орфографии – тĕрĕс çырасси,

Орфоэпи – тĕрĕс пуплесси.

 

Пурлăх парса хăварма

Пуян ăс-хал пухмалла.

 

Рехетленсе пулăшнăшăн

Рахмат сире, тус-тăван.

 

Савăк тусĕ – сĕреплĕх,

Сăвап тусĕ – сăпайлăх.

 

Çывăх çынпа çапăçакан –

Çылăх çатмин çунăкки.

 

Тĕнкĕлтетсе çӳрекен -

Тулăх пурнăç тăвайман.

 

Утса, чупса кайиччен

Упаленме пуçлатпăр.

 

Ӳркенмесĕр ĕçлекен

Ӳнер ăсти пулатех.

 

Феноменла фантаст вĕсем –

Философпа филолог.

 

Хăват – хевте мăшăрĕ

Хайлав – сăмах кăшăлĕ.

 

Цимбал – кĕсле майлăрах,

Цитра – тренчĕл шайлăрах.

 

Чунпа чĕре чирĕсене

Чиркӳ юрри чӳхетет.

 

Шухăшлама – шухăш пур,

Шĕкĕлчеме – чĕлхе пур.

 

Щетка пур – шăл тасатма,

Щетка – пушмак çутатма.

 

Ыррăн-сыввăн пурнасчĕ,

Ытлăх-çитлĕх курасчĕ.

 

Этемлĕха пуçарнă мăшăр:

Этем – Адам, Ева – Йăва.

 

Юр хытарнă шăнак çĕр

Юрла-юрла ăшăнать.

 

Ят вăл явап, манас мар,

Ята ярса пурнас мар.