Сас палли

Азамат Светлана Васильевна

Ашшĕ калать: «Саккăр», – тет,

Вова калать: «Шаккăр», – тет.

Ашшĕ хăйĕн ывăлне

Шак! тутарать çамкинчен:

«Тĕрĕс калаçма вĕре-ен,

«С-с-с» темелле, «ш-ш-шă» мар,

Санюк, Сантăр, сăмавар.


Амăш калать: «Коля», – тет,

Саша калать: «Оля», – тет.

«Кулач» тетĕп, «улач» тет,

«Кушак» тетĕп, «ушак» тет.

Остюм, онфет, шо-алад –

Латти çук вěт, калаçать.


«Акета» мар, р-ракета,

«Адио» мар, р-радио», –

Тепĕр килтен илтĕнет... –

Çын калаçма вĕренет.


Сас паллинчен пуçласа

Сас тухать: сăмах, шырав,

Калаçу, çыру, вулав –

Çырăнать: юмах, калав,

Сăвă-юрă, пил, халал.