Сар кайăк

Семендер Юрий Семенович

Сарӑ, сарӑ, сап-сарӑ,

Ҫурхи хӗвел сап-сарӑ.

Тўпери хӗвел пекех

Сарӑкайӑк сап-сарӑ.

 

Сарӑ хӗвел мӗн тӑвать?

Сарӑ тӗспе ҫупӑрлать.

Сарӑ кайӑк мӗн тӑвать?

Савӑнӑҫ юрри юрлать.

 

Ҫуркунне сар кайӑк юрланине питӗ сайра илтме пулать. Ҫитменнине, юрри илемлех те мар. Унӑн йывӑҫ, тураттисем хушшине пытарнӑ йӑвине тӑшмансем ан тупчӑр тесе аҫа сар кайӑк йӑвинчен чылай инҫе кайса юрлать.