Сарă кайăк

Азамат Светлана Васильевна

Сарă кайăк йăвара

Сарă тĕлĕк тĕлленет:

Сарă чĕппи улăхра

Сарă юрă кĕвĕлет,

Çулçă айне пытанса

Сарă сасне тĕрĕслет.

 

Хĕвел тухăç саралнă,

Сарă вăрман вăраннă,

Сарă кайăк юрланипе

Сарă тавра çуталнă.