Сарӑ чӗпӗ

Николаева Людмила Петровна

Аллӑмра шур çӑмарта,
Так-так-так таккать шалта.
«Эп кунта-çке, эп кунта», –
Тенӗн туйӑнать мана.

Ак çӑмарта катӑлать,
Шӗвӗр сӑмса курӑнать.
Икӗ пӗчӗк йӑлтӑр куç,
Çавра уйӑх – сарӑ пуç.

Çутӑ куна саламлать:
– Шим-шим-шим!
Манӑн тус таçта васкать:
– Чим-чим-чим!

– Чӗппӗмçӗм, çемçе çӑмха,
Ан васка, кӑштах тӑхта!
Хӗвел çинче ӑшӑнсам,
Çутӑ кунпа савӑнсам.

Эс çуралнӑ уяр кун,
Эс çуралнă шӑмат кун.
Сана хӗвел юратать,
Шевлисемпе ыталать.

Санӑн пур аппу, пиччӳ –
Ярӑнаççӗ ав чуччу.
Сан аçу – сап-сар автан,
Апат-çимӗҫ шыракан.

Аннӳ вара – чӑпар чӑх.
Сирӗн пысӑк пуян йӑх.
Анне – яланах анне,
Чуп ун çунатти айне!