САР АВТАН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Пĕр ирхине автанран
Ыйтать пĕчĕк шăллăм ман:
– Ки-ки-ри-кук сар автан,
Мĕншĕн хытă авăтан?
– Çĕнĕ витĕ шур чултан
Туса пачĕç, – тет автан, –
Çавăнпа та эп паян
Савăнатăп кăмăлтан!