САНЮК

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Пирĕн пĕчĕк Санюк пур,
Вăл хăй вăра пит маттур:
Ирех тăрать,
Тумланать,
Питне супăньпе çăвать.
Апат çиет,
Чей ĕçет,
Унтан ĕçе пикенет.
Тĕлĕнмелле Санюкран,
Пултаруллă пулнăран.
Санюк тухать картишне,
Йыхăрать сар чĕпсене:
– Чип-чип – чип-чип, килĕр, – тет, –
Апат çиме вăхăт, – тет.