САЙККАПА СУЙККА

Сарби Раиса Васильевна

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Сайкка.

Йӗчӗ, йӗчӗ, йӗчӗ Суйкка:

– Ай! Сикет кӗпер ҫине,

Тарӗ кеҫ вӑрман хыҫне!..

 

Йӑкӑлт- якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

– Эпӗ сан теттў-ҫке, Суйкка, –

Тет ӑна мулкачӗ Сайкка, –

Сикмӗп эп кӗпер ҫине,

Тармӑп эп вӑрман хыҫне.

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Сайкка –

Ыр сӑмах итлет, ав, Суйкка:

– Пулӑп эп ялан санпа,

Эп санпа – хавас сӑнпа!

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Санпала пӗрле сикетпӗр,

Юханшыв патне ҫитетпӗр,

Сикӗпӗр кӗпер ҫине,

Тарӑпӑр вӑрман хыҫне!

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Сикрӗ Сайкка, сикрӗ Суйкка,

Сикрӗҫ, сикрӗҫ, сикрӗҫ ҫуйкӑн!

Сикӗҫ, ак, кӗпер ҫине,

Тарӗҫ сӗм вӑрман хыҫне.

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Çитрӗҫ, ак, кӗпер патне,

Ситрӗҫ, ак, вӑрман патне...

Сикӗҫ кеҫ кӗпер хыҫне,

Сикӗҫ, ак, вӑрман хыҫне...

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Малалла... Аннесӗр шиклӗ...

Сӗм вӑрман - кашкӑр хушиклӗ...

Суйкка Сайккана каларӗ:

– Каялла сиккелер мар-и?..

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Сиккелер анне патне.

Харсӑр, вӑйла ҫын анне.

Калӑпӑр ӑна ҫапла:

– Пит хаваслӑ санпала!

 

Йӑкӑлт- якӑлт! Йӑкӑлт- якӑлт!

Сиккелерӗмӗр хӗмпе!

Кашт ҫўре-ха пирӗнпе!

Сиккелер кӗпер патне,

Сиккелер вӑрман патне!

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!

Сайккана йӑл кулчӗ амӑш,

Суйккана куҫ хӗсрӗ амӑш,

Сикрӗ вӑшт! кӗпер патне!

Сикрӗ вӑшт! вӑрман патне!

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкалт-якӑлт!

Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Суйкка,

Сикрӗ, сикрӗ, сикрӗ Сайкка,

Сикрӗҫ харсӑррӑн вӗсем:

Амӑшпе сикрӗҫ вӗсем,

Сикрӗҫ вӑшт! кӗпер патне:

Сикрӗҫ, вӑшт! вӑрман хыҫне!

 

Йӑкӑлт-якӑлт! Йӑкӑлт-якӑлт!