Садикра

Азамат Светлана Васильевна

Эпĕр, пĕчĕк ачасем,

Садика çӳретпĕр:

Чăвашла та вырăсла

Калаçма пĕлетпěр,

Такăнмасăр вулама

Вĕренсе çитетпĕр.

«Атте, анне, папа, мама», –

Тесе çыру çыратпăр,

«Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тваттă,

Раз, два, три, четыре, пять», –

Чип-чиперех шутлатпăр.

 

Часах шкула каятпăр,

Часах пысăк пулатпăр.