Сĕвек кĕперĕ

Галкин Александр Алексеевич
Аслӑ Сурӑм тӗлӗнче
Чарчӗ аслати утне.
Яшт! Кӑларчӗ йӗннинчен
Вут пек ялкӑшан хӗçне.

Сулчӗ вӑл ӑна çич хут,
Акӑш-макӑш вылятса.
Ячӗ таврана çав вут,
Ҫичӗ тӗслӗ çутатса.

Атӑла çити лӑпах
Карӑнчӗ вара кӗпер.
Ҫичӗ тӗслӗ хӑюпа
Капӑрлатнӑ пӗкӗ пек.