ĂС, ТАВÇĂРУ, ВĔРЕННИ, ТĂРĂШНИ

Загадки, пословицы, поговорки

    Этем ăсĕпе ырă.
    Ялан ăспа çÿресен, ялти ватă ятламĕ.
    Ялан ятпа çÿресен ялти ватă ятламĕ, теççĕ.
    Алăк патĕнче вырăн пур чухне тĕпеле кайса лармаççĕ.
    Айван çыннăн турти кĕске, теççĕ.
    Ваттисем калани вырăнлă, теççĕ.
    Ваттисен сăмахне çĕлĕке хул хушшине хĕстерсе итлеме хушна, теççĕ.
    Ват çын—тăват çын, теççĕ.
    Ухмаха тĕнче тикĕс, теççĕ.
    Турпаса пĕр касса пăрахсан, нихçан та çыпăçни çук, теççĕ.
    Шухăша пуç тавра виçĕ хут çавăр та, пĕрре калаç, теççĕ.
    Сăмаха шухăшласа кала.
    Алăкран тухсан, аллă тĕслĕ ăс кĕрет.
    Атăла курмасăр аттуна ан хыв.
    Инçе шухăшла та, çывăхра пурăн, теççĕ.
    Ăсли ăсласа иличчен, ухмахĕ персе ярать, теççĕ.
    Куç инçетрен курать, ăс тата та ытларах курать, теççĕ.
    Капăр пулас тесе ан шухăшла, ăслă пулас тесе шухăшла, теççĕ.
    Виççĕ виç те пĕрре кас, теççĕ.
    Ача-пăчан пĕр шухăш, ватă çыннăн çĕр шухăш, теççĕ.
    Ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ мул париччен ăс пама кирлĕ, теççĕ.
    Ача-пăча хыççăн кайсан, сĕтел айне керсе вилĕн, теççĕ.
    Ачи ашшĕне вĕрентнĕ, теççĕ.
    Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă, тет.
    Çынна ăсне-халне пĕлмесĕр Ан хурла, теççĕ.
    Курнинчен курманни нумай, теççĕ.
    Çамрăкла вĕренейменнине Ватăлсан вĕренме йывăр, теççĕ.
    Кĕнеке пурне те пĕлет.
    Ху вĕренсе çитмесĕр Çынна вĕрентме ан тытăн, теççĕ.
    Вĕренни – çутă, Вĕренменни – тĕттĕм.