СĂПКА ЮРРИ

Иванов Константин Васильевич

Çывăр, ачам, çывăрах!

Ыйху тутлă пултăрах!

Сана пăхма илтĕм эп

Амăрткайăк, çил, хĕвел.



Ăмăрт вĕçрĕ килелле,

Хĕвел анчĕ ту айне.

Виçĕ каçран çилĕ те

Вĕçрĕ амăшĕ патне.



Çилтен ыйтать амăшĕ:

Аçта эсĕ пултăн-ши?

Çăлтăрсемпе вăрçрăн-и?

Е хумсене çапрăн-и?



Тинĕс хумне çапмарăм,

Çăлтăрсене тивмерĕм,

Эпĕ ача сыхларăм,

Ун сăпкине сиктертĕм.