ÇĔРШЫВĂН ПУЛАС ХУРАЛÇИСЕМ

Эльби Валентина Андреевна

    Чарăнса тăр та кăнтăралла тинкерсе пăх-ха. Куратăн-и? Ав, лере, вăрман çумĕче, симĕс чăрăшсам хушшинче ларать вăл çурт. Стенисем — шултра хыр пĕренинчен. Илемлĕскер. Тăрринче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет.
    Темиçе çул хушши çак çуртăн урам енчи икĕ чÿречи кун çути кураймарĕ. Алăксене те хăмапа урлă-пирлĕ çапнăччĕ. Сукмакĕ çине те симĕс курăк шăтнăччĕ.
    Юратмаççĕ ялта хупăнса тăракан пÿрте: чуна тунсăх пусарать. Çĕрле иртсе çÿренĕ чухне тем шиклентерет, çурăм та сăрр! сăрла-тать вара.
    Çак пÿрте ял çынни Семен Пилешев, таврăнма вăхăт çитсен те çарта юлнă пограничник, канма килсен туса лартнă. Çартан таврăнсан, хăйĕн çемйипе пурăнма ĕмĕтленнĕ вăл. Икĕ ачана çитнĕ-çке, йăва кирлех.
    Ик-виç çул хушши хупăнса тăнă çурт сасартăк куçне уçрĕ, тинех чун кĕчĕ тейĕн. Хĕвелĕ те çулне тупрĕ, йăлтăртатаççĕ кăна кантăкĕсем унăн шевлипе. Ял ачисем пырса кĕчĕç те, çак çурт пыл хурчĕн вĕлли евĕр пулса тăчĕ.
    Çурта ушкăнпа та, пĕччен те кĕре-кĕре тухаççĕ. Стройпа колхоз уй-хирне утаççĕ, стройпа ял тăрăх пыраççĕ, вăрмана утса кĕреççĕ. Тумĕсем пĕр пек. Пÿçĕсенче симĕс пилотка, хулпуççийĕсем çинче симĕс погонсем, мăйĕсенче—хĕрлĕ галстук.
    Пырса пăхсан хапха умĕнчи юпа çумне çапса хунă хăмана асăр-хаттăн. Унта питĕ тăрăшса, тĕрлĕ сăрăсемпе капăрлатса çапла çьпрнă:
    «ЯЛТА ŸСЕКЕН ЧИКĔ ХУРАЛÇИСЕН ЗАСТАВИ».
    Мĕне пĕлтерет ку. Чăваш çыршывĕ чикĕрен аякра-çке. Акă çурт умне машина çитсе чарăнчĕ. Хапхаран ача-пăча кĕшĕлтетсе тухрĕ. Вĕсен хушшинче икĕ çитĕннĕ çын.
    — Хăпарăр,— хушрĕ ачасене пысăккисенчен пĕри.
    - Борис Аххов, эсир кабинăна ларăр,— сĕнет ăна типшĕмрех çÿллĕ çын. - Михаил Михайлювич, вăл вырăн сирĕн,— тет лешĕ.
    — Йăнăшатăр эсир, Борис. Ачасемпе çÿресси —учитель ĕçĕ.
    Пурпĕрех учителе кабинăна лартрĕç.
    Борнс Аххов çар тумĕпе. Пуçĕнче симĕс тăрăллă, çутă сăмсаллă карттус. Хулпуççийĕсем çинче çеç погонсем çук. Машина тавра халăх йышлă пухăнчĕ.
    - Сывă пул, ялйыш! Санюк, ан тунсăхла! Вера Ксенофонтовна, нимшĕн те ан пăшăрханăр, пурте йĕркеллĕ пулĕ,— тет Борис Аххов. - Нил, Субайылда, чечек çыххине аçун вилтăлри çине хуриччен шывпа пĕрĕхĕр, вара вăл нумайччен илемне çухатмĕ,— ачисене астутарать амăшĕ Вера Ксенофонтовна.
    Тем кăшкăрашаççĕ машина çинчисем. Шав тăрать. Уйрăм сăмахсене уйăрса илме те хĕн.
    Машина тапранчĕ. Ăсатакансеам тăрса юлчĕç.
    Акă тата, машинăна хирĕç çулпа, пĕр ача чупать. Ун аллинче мăшăр шурă кăвакарчăн.
    — Пăрăн! Таптать!— кăшкăрчĕç пĕр харăс машина çинчисем.
    — Ара, ку Йăкăнат-иç! —палларĕç хайхискере.
    Ирĕксĕрех шоферăн машинине чарма лекрĕ.
    — Илĕр,— тăсатать Йăкăнат хăйăн аллинчи пилеш куçлă шурă çунатлă кайăксене.— Манран парне пултăр.
    — Йăкăнат, сана ăнланатăп. Килес çулччен тăхта. Ĕрчет вĕсене ытларах, вĕрент. Халлĕхе хăвăн та çаксем çеç,— лăплантарать ачана Борис Аххов.
    Ерипен хускалчĕ машина!.
    Шÿреке Йăкăтачĕ пĕр кÿренчĕ, пĕр савăнчĕ. Унччен те пулмарĕ кайăксене аллинчен вĕçертрĕ те ши-и! шăхăрчĕ. Çÿлтен çÿле çĕкленсе, кăвак тÿпере вĕсем мăшăр шурă лĕпĕше,вĕр вĕлтĕртетрĕç. Машииа çинчисем те курчĕç кăвакарчăнсене.
    Урам кĕтесĕнче хĕрлĕ çÿçлĕ, чăпар питлĕ ача тăрать. Ахăлтатать, варне тыгсах кулать хăй.
    - Трапхин, кам пит кăтăклатъ сана?— ыйтрĕ Йăкăнат. - Санран кулатăп. Тем чул тăрăшсан та юраймарăн вĕсене. Йăкăнат, унпа тавлашса çăвар тутине яма шутламарĕ, иртсе кайрĕ мăнаçлăн, пуçне каçăртса. Шутсăр тĕлĕнсе пăхса юлчĕ Трапхин. Унччен те пулмарĕ, ун каллех, пĕркун ачасем чĕкĕнтĕре çумкурăкĕнчен тасапма чĕннĕ чухнехи пек, чун чĕпĕтсе ыратрĕ. Вăл хăйне çынсăр утрав çинчи пек туять. Шартах сикрĕ ача. Темле вăй ăна Йăкăнат хыççăн чупма тĕкет. Ыткăнчĕ вара. Хуса çитсен, сăмах та тупăнчĕ мĕн каламалли:
    — Мĕншĕн-ха вĕсем сана хăйсемпе илсе каймарĕç, э?
    - Мана çитес çул илсе «каяççĕ чикĕ хĕррине, пограничниксем патне. - Илсе кайĕç-ши мана?
    — Сан ширки калама пултараймастăп. Тепĕр тесен, йăлтах хăвăтан килет.
    Ăçта кайрĕç машина çине тиеннисем? Юлашкинчен тĕл пулнă икĕ ачи мĕнлескерсем? Тупсăмне пĕлме иртнĕ кунсен алăкне уçса кĕрер-ха.
    Аслăрах классенче вĕренекенсен ĕç урокĕ пырать. Вĕсем шкул пахчинче çĕрулми кăлараççĕ.
    Шкулта кăçал интернат уçăлать. Хĕлле унта урăх ялтан вĕренме çÿрекен ачасем пурăнĕç. Вĕсем валли ятарласа вĕри апат пĕçермелле. Çавна май çĕрулми, купăста, хăяр кишĕр, сухан ÿстернĕ.
    Пахчари ĕç шавĕ таçта çити янраса тăратъ. Ĕçлеççĕ, анчах пурте мар. Хуратутлă, мăнтăркка Трапхинпе вăрăм мăйлă Шÿреке Йăкăначĕ пилĕкĕсене пачах авмаççĕ. Вĕcемшĕн ытларах алхасса пултăр. Йăпшăнса пырса, çĕрулми пухакан пĕр-пĕр ачана сасартăк машалла тĕртсе чикелентерсе яраççĕ те — çитрĕ вара ахăлтатма. Е шÿтлĕ сăмахсемое култараççĕ ачасене.
    Трапхинпе Йăкăнат хĕрачасем патне пырса тăчĕç. Пурте ĕç пăрахсах сăнама пытăнчĕç хайхискерсене. Ахальтен çулăхмаççĕ вĕсем. Мĕнле те пулинех мыскара пулатех. Чăнах та, нумай та кĕтме тивмерĕ, тытăнчĕ Трапхин камитленме: тутине чашăштарса пăçкалать, куçне е чарса пăрахатъ, е чеен хĕскелет. Пурне те илтĕнмелле кăшкăрса калать:
    - Кÿлнари, чарăн-ха хусăклама! - Мĕншĕн?
    - Сан сăнÿкерчĕк пур-и? Пар-ха мана йăпăртлăха.
    - Мĕн тума?
- Çынсене хăратма!
    - Ха-ха-ха!—кулса ячĕ Йăкăнат. Хăй çавăнтах шĕвер пÿрнисене пуç çийĕн кăнтарса кăтартрĕ. Ку ĕнтĕ Кÿлнари ытла та хăрушă, вăл мăйракаллă тенине пĕлтерчĕ.
    Кÿлнари, ,ним тума пĕлмĕш ешне, тушне юн тухасла çыртса лартрĕ. Ачасем шăплансан, хăю çитерсе, çапла тавăрчĕ ĕнерсĕр Трапхине:
    — Эй, сĕмсĕркке, итле-ха, эсĕ тăр-ухмах, анчах сывалма тухтăра çÿреместĕн.
    Ушкăнтата тахăшĕ пĕрĕхтерсе кулса ячĕ Кÿлнари сăмахĕнчен, анчах çавăнпах çăварне хупрĕ, Трапхинтен хăрарĕ пулас.
    Йăкăнатла Трапхин — ачасен пуçлăхĕсем. Кун пирки такам та пĕлет. Шкулта вĕренме пуçличченех тантăшĕсене пăхăнтарнă çакă икĕ ача. Халĕ те тăсăлать-ха çав йĕрке. Виçĕмçул та, пĕлтĕр те вĕсен танатинчен хăтăлма пикеннĕ паттăрсем тупăннă, анчах ĕç ăнăçлă вĕçленеймен.
    Иртнĕ çуркунне кăна акă мĕн пулса иртнĕччĕ.
    Ял урамĕсем, çырма-çатрасем юртан тасалсан, кил хушшисем типсен, ачасене тимĕр-тăмăр пухма хушрĕç. Хыткан Хветĕрпе йăмăкĕ хăйсен урамĕнчи кашни килех кĕрсе тухрĕç, мĕн тупнине çырма хĕрринчи мăн йăмра .айне тултрĕç. Пысăк купа çĕкленчĕ. Трапхинпе Йăкăнат пĕр' катă,к çапш туяинччĕç. Шырамарĕç те. Тăкăрлăкра çапслах футбол мечĕке тапрĕç. Анчах вĕсен куçĕ Хветĕрпе йăмăкĕ мĕн, çĕкленине, тимĕр-тăмăр купи епле ÿссе пынине асăрхамасăр тăман. Каçалапа купа патне чупса пычĕç. Шăп çак вăхăтра Хветĕр те шăтнă питлĕх йăтса çитрĕ.
— Чим!—чарчĕ ăна Трапхин.— Эсĕ тимĕр-тăмăр пирĕнпе пĕрле пухнă тесшĕн мар-и таçта?! Кай кунтан!
    Хветĕр шалт тĕлĕнчĕ.
    - Мĕн эсĕ? Ку эпир йăмкпа пухнă тимĕр-тăмăр купи!— ĕнентересшĕн вăл. - Ха, мĕн калать, шĕпĕн!— аллине чăмăртаса, кăкăрне каçăртса пычĕ Йăкăнат.
    - Намăссăрсем!— çиллессен каларĕ Хветĕр.— Тасалăр кунтан, услапсем!
    - Ах, шĕпĕн, эсĕ пире хăратма-и!— туртса антарчĕç Хветĕре иккĕн. Кÿпкерĕç ăна.
    Тепĕр кунне Хветĕр класс руководительне кун çичен ним шикленмесĕр каласа пачĕ. Учитель чĕнтерсен, иккĕшĕ те Хветĕре хĕненине пач тунчĕç. Çапла хăратса тăраççĕ ачасене икĕ куштан.
    Дружина совечĕн председателĕ Илюк та çĕнтереймест çав куштансене. Суйлав хыççăн ним не тăваймарĕ-ха Илюк, Вăхăт усăсăр шăвать. Ыр ĕç тума ĕмĕтленсе, ыранхи, виçминехи, аякри куна чунне вĕчĕрхентерсе кĕтет вăл. Кунсем иртнине сиссе те юлаймастъ. Шелленипе, тарăхиипе пуçне ярса тытать кăна. Кÿлнĕ лашана кăкарни, мĕншĕн иртсе ,каякан вăхăта та юпа çумне вĕренпе çыхса лартмалла мар-ши? Пурне те кăсăклантаракан ĕç тупăнинччĕ, вара пĕр вырăнта хытса тăнă дружина ĕçĕ тапранса кайĕччĕ, пурте ыйхăран вăранĕччĕç. Кам тĕллесе кăтартĕ çав ĕçе? Никам та канаш, ăс памасть. Пионерсен аслă тусĕ вожатăй çук. Дружина ĕçне хускатассишĕн Илюк тăрăшман мар. Тем те шухăшласа тупнă. Анчах кирек хăçан та ĕç ăнăçман. Ялан Трапхинпе Шÿреке ура хурса пыраççĕ. Шутсăр усал, йĕркесĕр ачасем, алхасма юратаççĕ, никамран хăрамаççĕ. Ку çеç-и, усал хьшар сараççĕ.
    Илюк суккăр Левенти мучине пахчинчи çĕрулмине йышпа кăларса пуçтарса парасшăнччĕ. Ачасем килĕшрĕç. Пĕр тĕле пухăннăччĕ çеç, Трапхин çăхан евĕр канклатрĕ:
    - Ачасем, эпĕ тĕлĕнмелле япала пĕлетĕп! - Мĕнле япала?—карах сырса илчĕç ăна пурте.— Кала хăвăртрах!
    - Курăс кÿллине акăшсем кĕтевĕпех канма анса ларнă. Кам курма пырасшăн — атьăр пирĕнпе!— аллине сулса, малалла чупрĕ Трапхии.
    Курăс кÿлли вăрманта, шкултан чылай аякра. Мĕн тейĕн, Йăкăнатпа Трапхин хыççăн кĕшĕлтетрĕç ачасем. Илюк тытса чараймарĕ. Пăхать, ун çумĕнче пĕртен-пĕр хĕрача — Кÿлнари юлнă.
    - Акраппи ăçта?— тĕлĕнчĕ Илюк. Кÿлнарипе Акраппи ялан пĕрле çÿретчĕç. - Акăш курма кайрĕ,— пулчĕ ун сăмахĕ.
    - Эпĕ сире ăмсанаттăм.
    - Мĕншĕн?
    — Манăн çывăх тус çук,— кулянчĕ Илюк.— Пулнă пулсан, эпĕ унран нихçан та уйрăлмăттăм.
    —Вăл хăй пăрахеа кайсаи?
    —Вара вăл — юлташ мар.
    Кÿлиарипе Илюк иккĕшех мучи пахчинче кĕрмешрĕç. Трапхинпе Йăкăнат Кÿлиарие хăйсемпе пьшăншăн тарăхрĕç, тавăрма, шутларĕç ăна.
    —Сана вăрттăнлăх пĕлтерес-и? Асту, никама та ан шарла,;— хăлхинчен пăшăлтатрĕ Трапхин, пĕр арçын ачана тытса чарса.— Çĕркаç Кÿлнари вăрманта çитĕннĕ арçынпа алла-аллăн тытăнса çÿрерĕ, тет.
    —Ай-ай!
    Йăкăнат тепĕр ачана тытса чарчĕ те ăна та хăлхинчен пăшăлтатрĕ:
    — Илтрĕн-и эсĕ тĕлĕнтермĕш! Кÿлаари хĕр пуççăн пирус туртать, эрех ĕçет.
    Чараксăр чĕлхесенчен вăçерĕннĕ, шухăшласа кăларнă усал хыпар пĕр хăлхаран тепĕр хăлхана кĕре-кĕре тухрĕ. Каярахпа яла куçрĕ, пысăккисен çăварĕнче шĕкĕлченчĕ. Кÿлнари амăшĕ вăрманта катка-пичке тăвакан заводра ĕçлет. Вăл ирĕке янă имĕш хĕрне.
    Хăшпĕр çынсен лайăх мар йăла пур çав: усал хыпара хăвăрт ĕненеççĕ. Кÿлнарин кĕпи ытла кĕске, çÿçне вăрăм ÿстернĕ. Куç харшисем ытла тăксĕм,—-сăрлать. Тути мăкăнь евĕр хĕрлĕ,— писев сĕрнĕ. Пирус туртма, эрех ĕçме вĕреннĕ хĕрачан ăраскалĕ çапла.
    Кÿлнари ят пăсăлчĕ. Хĕрачасен амăшĕсем ун çине йĕрĕнсе пăхаççĕ.
    — Сан хĕрÿпе юлташлă, теççĕ. Мĕншĕн чармастăн унпа çÿреме? Пăсăлса кайсан, чавсу çывăхта çыртаймăн,— ăс парать Акраппл амăшне пĕри те тепри.
    Хытарчĕ вара хайхискер хĕрне, шаккасах каларĕ: — Сан пирки те усал сăмах илтсен, киле кĕртместĕп! Туслăх пĕтрĕ. Акраппи тепĕр хĕрача патне куçса ларчĕ. Кÿлнари пĕчченех юлчĕ малти парта хушшинче. Перемена вăхăтĕнче Акраппи ытла хĕрачасемпе коридор тăрăх çавтăтса утать, савăнăçлăн ахăлтатса кулать. Мĕн култарать ăна? Кÿлнари пĕлмест. Чунне наркăмăш тумлатрĕç унăнне. Вăл—пĕр-пĕччен.
    Илюк хĕрхенет хăйĕн хĕр-тантăшне. Ун амăшĕ те ывăлĕ майлă. Çăл хĕррине пуçтарăннă хĕрарăмсенчен пĕри Кÿлвариле тиркесе сăмах тапратсан, каçса кайсах ятлать ăна.
    — Çав çамрăк хĕрача çинчен путсĕр элек-телек саракана, тупата, куçĕнчен сурма хатĕр эпĕ,— тарăхать вăл. Ывăлне çапла калать:— Пуç тăрринче вĕçекен хура çăхана хăвала. Хаяр сăмах çын пуçне çиет, тенĕ ĕлĕк.
    Хĕрача чысне сыхлама ахаль те тăрăшать-ха Илюк. Урамра-мĕнре Кÿлнарие йĕкĕлтекен ачана тĕл пулсан, тÿпелешес вĕçнех çитет вара вăл.
    - Ху курнă-и эсĕ Кÿлиари пĕр-пĕр теттепе утса кайнине? - Курман, — тет лешĕ.— Йăкăнатпа Трапхин калаççĕ.
    - Вĕсен çăварĕнчен ырри тухмалнине пĕлетĕн-çке. Ан ĕнен. Элек сарама пăрах.
    Çавăн пек ачапа Хветĕр те чĕрре кĕрет.
    Ĕçсĕр супса çÿренипе çапла ашкăнаççĕ ачасем. Кăсăк вăйă кирлĕ вĕсене…