ÇĔРПЕ ПĔЛĔТ ХУШШИНЧИ СИНКЕРЛĔ ĔÇ-ПУÇ

Ижендей Николай Петрович

    Пĕрремĕш сыпăк

    Çĕрпе Тÿпе ытамĕнче, Парлак ту арки çинче пурăннă тет Йăвашук, ятсăр йăх-ăру ачи. Вăл хăр тăлăх пурăннă — хыт-хура пек хуçăлман, юр та, шыв та тăкăннă — вăл шывпа юхса кайман, тăвăлра та аптраман.
    Ашшĕн вăйлă аллисем утьăкка ывăтнине Йăвашук астă-ваймасть, амăш ăшшăн юрласа сăпкара сиктернине вăл асран та кăлармасть. Амăшĕн юрри ачашшăн чун çемми пулса янратчĕ, ачана хавас кÿретчĕ:
    А-а-а! Ачашук
    Тăшман хурри пулас çук.
    Аçу кайрĕ хурала —
    Хуса ярĕ хураха.
    Вăл çĕнтерсе киличчен
    Лăпкăн çывăр, ан шиклен.
    А-а-а! Ачашук!
    Кăмăллă та çепĕç юрă ачана ыйхă тĕнчине илсе кайрĕ. Ула чăпар ыйхă кайăкĕ сиктĕрме çине шăппăн-шăппăн вĕçсе анчĕ, çемçе мамăк çуначĕсемпе ача питне-куçне çупăрларĕ... Вара сăпкари ача тутлă та ырă тĕлĕк тĕлленме пуçларё.
    Вăл чечеклĕ вăрман уçланкинче пек. Эреветлĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă шурă сухаллă ватă асатте ăна çапла калать пек:
    — Мăнукăм! Шанчăкăм! Пĕчĕкскерĕм! Эсĕ Çĕрпе Тÿпе халăхĕн тăхăмĕ пулатăн. Манăн ватлăх çитрĕ. Кайма вăхăт. Юлашкинчен пехиллем... — Шурсухал калаçнă майăн пилĕкĕнчи чĕн пиçих-хине салтса Йăвашука çыхса ячĕ.
    Чĕн пиçиххи енчĕклĕ, хăнкăравлă, чĕнтĕрлĕ. Чĕн хĕррипе шăтăкласа ĕлккен тĕрĕ тĕрленĕ, ярăм-ярăм ярăнчапа яру ярса çавăрнă, шелттĕм-шелттĕм шерепепе укаласа пÿкленĕ.
    — Çак пиçиххи санăн пулать. Кунпа çула çавăрса пĕр кăшăла вăл çыхать. Çул кăтарттăр Тÿпекуç,— терĕ те куçран çухалчĕ шур кĕпеллĕ Шурсухал.
    Йăвашук ыйхăран вăранчĕ. Çĕкленчĕ. Ак тĕлĕнтермĕш! Тĕлĕкре курнă ĕнчĕ-пĕнчĕ пиçиххи чăн-чăнах унăн пилĕкёнче пур! Тĕлĕкре пулман-тăр ку...
    Ача астăвăмĕнче тата тепĕр ÿкерчĕк — ытла та хăрушши! — упранать. Темёнле хурчка сăмсаллă этемккесем, чун илли эс-реметсем пек, кĕшĕлтетсе килчёç. Вичкĕн вĕçлĕ сăнăсем, хăртсем хăррăн хăмсарчĕç... Йăрăс пÿллĕ амăшён шăнкăртай-мак шÿлкеми чăнкăртатса саланчĕ, хурткуççиллĕ хушпăвĕ çĕре ÿксе таптанчĕ.
    Йăвашук, сăпка анинчен тытса карăнтăкран пăхаканскер, юратнă амăшĕн куçĕ Ама çăлтăр пек ялкăшнине асăрхарĕ. Яла-нах çепĕç калаçакан хĕрарăм хальхинче çирĕппĕн те хаяррăн кăшкăрчĕ:
    — Тăшман кулли пуличчен, эрлĕк тÿссе пурниччен хурах пуçне вăрăнтăр авăк çиллĕм — айпăлта!
    Йăрăс пÿллĕ амăшĕ ункă туса ухăнчĕ — шăмă авăрлă айпăлта тăшман пуçне тăрăнчĕ. Унтан çав çиллес пурттах Хура ту тÿпемĕнче кăра çиллĕн çаврăнчĕ, тусан юпи çĕкленчĕ.
    Ту чакăлĕнче мĕнле хăрушă ĕç пулса иртнине Йăвашук пĕлме пултараймарĕ, амăшĕн куçа йăмăхтаракан шурă шупăрĕ хысак çийён вĕлкĕшрĕ те куçран çухалчĕ. Харсăр хĕрарăм ту хушăкне сикрĕ-ши е акăш пулса вĕçсе кайрё? Йăвашук сехре хăпасла хăраса ÿкрĕ. Вăл лапсăркка çăка айĕнчи пушăт кушеле пытанчĕ, чĕрĕп пек чамăртанса выртрĕ.