ÇӲРЕН УТПА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Урам варринче
Çӳрен ут çинче.
Ларать ман пичче,
Чĕлпĕр – аллинче.
Йăлтах тĕлĕнен.
Маттур пиччерен:
Çунать чĕререн
Урхамах тесен.
Вăл хăй çулĕпе.
Вун виççĕ çитет,
Çӳрен учĕпе
Çил пек вĕçтерет.
Тавтапуç пиртен
Маттур пиччене,
Сыхлĕ вăл ӳссен
Çĕршыв аннене!