Рагиба

Ордем Гали


    

СОДЕРЖАНИЕ:

РАГИБА

 

Рагиба
        Пĕр пĕчĕкçĕ хĕр ача пурăннă. Ашшĕ ана Рагиба ят панă. Хĕр ача пирĕшти пекех çутă та хĕвеллĕ сăнлă пулнă. Вал çирĕп сывлăхлă ӳснĕ, куçĕ кăна япăх курнă. Рагиба кĕнекесене питĕ юратнă, анчах вĕсене хăй тĕллĕн вулайман, амăшне чăрмантарма тивнĕ.
        Рагиба уйрăмах юмахсем итлеме кăмăлланă, мĕншĕн тесен вĕсенчи асамçăсем темле тĕлĕнтермĕш те тума пултарнă. Пĕррехинче амăшĕ «Маугли» ятлă çĕнĕ кĕнеке илсе килнĕ. Рагиба унта мĕн каланине çав тери пĕлесшĕн пулнă, анчах амăшĕ ерçмен. «Ыран вулăпăр», – тенĕ вăл. Хĕр ача кĕнекене алла тытса куçĕ патне илсе пынă. Хуплашкисем хушшинчен темĕнле асамлă та сиплĕ çутă сăрхăннăн туйăнса кайнă ăна. «Асамлă кĕнеке-çке ку! – кăшкăрсах янă вăл хавхаланса. Каçхине эпĕ ăна хамăн минтер айне хурăп». Çывăрма выртас умĕн вăл чăнах та çапла тунă.
        Тĕлĕрсе каяймасăр тахçанччен выртнă Рагиба. Тĕттĕм чӳрече çине пăхса вăл тӳпери çăлтăрсем çинчен шухăшланă. Йăлтартатса çуталса тăраканскерсем вăйă картинче çаврăнса çӳренĕн туйăннă. Вĕсем пĕчĕк хĕр ача çине йăл кулса пăхаççĕ пек. Унăн куç хупанкисем йывăрланнăçемĕн йывăрланса пынă. Рагиба хăй сисмесĕрех çывăрса кайнă та тĕлĕнтермĕш юмах тĕнчине çитсе кĕнĕ.
        …Пысăк уçланкăра çӳрет пек вăл. Йĕри-тавра çӳллĕ те капмар йывăçсем ӳсеççĕ. Çулçисем витĕр хĕвел çути сăрхăнать. Уçланкăра шăрчăксем хаваслăн сиккелеççĕ, пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Сасартăк хĕр ача çывăхĕнчи курăксене, чечексене пысăк ĕмĕлке хупласа хурать. Пĕчĕкскер шикленсе ӳкет, тарма хăтланать. Анчах хăранăран урисене те хускатаймасть.
        – Ан хăра манран, этем ачи, – тет такам.
        Тата ытларах хăраса кайнă Рагиба куçне хупса чĕрĕп пек хутланать. Пĕр самантлăх таврара шăп пулса тăрать.
        «Хама алла илес пулать», – шухăшласа илет хĕр ача, унтан хăюлăх çитерсе куçне уçать. Уçланкăра вăл халиччен курманпысăк чĕр чун выртать. Чернил пекех хуп-хураскер. Хура тирĕ çинче çутă паллăсем курăнаççĕ.
        – Кам эсĕ? – ыйтать ача.
        – Эпĕ – пантера, мана Багира теççĕ, – хуравлать палламан чĕр чун. – Эсĕ ху мĕн ятлă?
        – Рагиба, – чĕтрекен сасăпа калать хĕр ача.
        – Рагиба, – хăй ăссĕн ун ятне асăнать пантера, унтан çурăмĕ çине çаврăнать. Тяпписене çӳлелле çĕклет те вĕсемпе сулкалашма пуçлать.
        – Санпа иксĕмĕр çывăх туссем пулса тăрăпăр акă, – тет Багира кăмăллăн.         – Мĕнле туссем? – тĕлĕнет Рагиба.
        – Кил ман çывăхарах, курăк çинче йăваланăпăр, – тет пантера.
        Хĕр ача асăрхануллăн утса пырса аллипе унăн çăмне сĕртĕнет. Пӳрнисем çемçе пурçăн хум ăшне путаççĕ. Унăн чунĕнче питĕ лăпкă пулса каять.
        – Ан хăра, – тет пантера çемçен. – Сана никам та курентермĕ.
        Рагиба çурăмĕ çине выртса тӳпенелле тинкерет. Урăх мĕн тăвайтăр-ха вăл? Çак чĕр чун хăюллă та вăр-вар пулни пăхсах курăнать. Унран никам та тараймĕ.
        – Пĕлетĕн-и, Рагиба, эсĕ сывалма пултаратăн, – васкамасăр калать ăна пантера.         – Чăнах та-и? – тĕлĕнет хĕр ача.
        Пĕр вăйă вĕрентетĕп сана, – кăштахран сăмахне малалла тăсать пантера. – Сăмахри сас паллисене вырăнĕсемпе куçарса лартса çĕнĕ, сăмахсем тумалла. Хăвăн ятна урăхлатма тăрăшса пăх.
        Рагиба шăпланчĕ. Ǎшра хăйĕн ятĕнчи сас паллисене ылмаштарма тăрăшрĕ. Пантера çак вăхăтра курăк çинче йăваланчĕ, авкаланчĕ.
        – Рагиба – Багира, – терĕ хĕр ача кăмăллăн кулса.
        – Маттур, – мухтаса илчĕ пантера хĕр ачана. – Халĕ эсĕ те вăйлă. Эсĕ – пĕчĕк Багира, анчах çакна асра тыт: санăн эпĕ пур – пысăк Багира.