Çĕр пин чечек çĕршывĕнче

Ижендей Николай Петрович

ИНКЕКРЕН СИНКЕК ÇУРАЛАТЬ

Кăткă çури çаран çинче ĕне çитерсе çӳретчĕ. Кăмăлĕ аванччĕ унăн. Мăшăлкка ятлă ĕни мăшăл-мăшăл туса ешĕл апат çиетче. Ырлăх мар-и хăвăн ĕне пурри – кирек хăçан та тутлă шерпет ĕçме пулать. Ĕне – тĕнчере чи-чи хакли. Мăшăлккана кăтăкла çеç. Кăткă çури умне мерчен куçĕ пек йăлтăркка та сиплĕ шерпет тумламĕ тухса та выртать. Çапла-çапла. Кăткă ĕнисем çынсен ĕнисем пек ырă шăршăллă шурă сĕт мар, ĕнчĕ куçĕ пек çутă та пыл пек пылак сĕткен параççĕ. Ытла та тутлă!

Сасартăк Кăткă çурин пуçĕ тĕлĕнчех Моторлă Нăрă сĕрлеме пуçларĕ. Вăл сывлăшра тĕрлĕ кукăр-макăрсем, кăткăс ункăсем туса çаврăннине ăмсанса сăнарĕ Кăткă çури. «Эх, – шухăшларĕ вăл, – манăн çакăн пек хăватлă мотор пулас пулсан, эп тĕлли-паллисĕр вĕçкелесе вăхăта ахаль ирттермен пулăттăм. Мăшăлкка валли чечеклĕ те ешĕл курăк-çарансем ăçтарах пулнине туххăмрах шыраса тупнă пулăттăм. Мăшăлкка валли çеç-и... Ытти кăткăсен ĕнисене те ешĕл апатлă вырăнсенче çеç çӳретĕттĕм. Каçкӳлĕм тутлă шерпетпе карăннă ĕнесене киле, юлташăмсем патне хăваласа таврăнсан, акă çапла такмакланă пулăттăм:

 

Ĕнчĕ куçлă шерепе

Тулнă тутлă шерпетпе.

Тусăмсемĕр, тухăр-ха, 

Шерпет ĕçсе пăхăр-ха.

 

Тарăн шухăша путнă Кăткă çури Моторлă Нăрă вĕçсе кайсан та чылайччен тӳпенелле тинкерчĕ. Мăшăлкка, тепĕр чух пуçтахланма юратаканскер, çакна çеç кĕтнĕ тейĕн, тутлăрах апат шыра-шыра, ешĕл курăк хушшине кĕрсе çухалчĕ.

Ĕне çухалнине асăрхасан, Кăткă çури хыпаланса ӳкрĕ, ун-кун чупкаласа ĕнине шырама пуçларĕ. Питĕ васканипе асăрханаймарĕ пулас, хăйăр пĕрчинчен такăнчĕ. Унăн улттăмĕш ури уксахлакан пулчĕ. Хурхух çине хăпарса пăхас терĕ, ӳксе хăрах айăкне ыраттарчĕ. Инкекрен синкек çуралать иккен.