ҪӖРҪИ КӐНТӐРӖ

Воробьиный юг
Кадкин Лев Кириллович

Ҫĕрçи кӑнтӑра мĕншĕн кайманнине пĕлетĕр-и эсир? Эппин итлĕр. Кĕркунне, кун кĕскелсен, каçсерен аслӑ пухӑва пуçтарӑнаççĕ. Ҫитет пире мӑнтӑрланса та хӑмӑш хушшинче пурӑнса теççĕ ахӑртнех. Кĕçех сивĕ çилсем килĕç, хура çĕре шурӑ мамӑкпа витĕç, тӑхлан пек йывӑр пĕлĕтсем сарӑ хĕвеле хупласа хурĕç, вара унӑн ӑшши пирĕн пата çитейми пулĕ. Юхан шывсемпе кӳлĕсем хулӑн пӑрпа витĕнĕç, шурӑ уйсенче пире вали апат-çимĕç юлмĕ. Ирĕксĕрех ӑшӑ çĕре кайма тивет. Аслӑ несĕлĕрсем çав йĕркепе пурӑннӑ, пире те çапла пурӑнма эртелне пĕрлешмелле, кӑнтӑр çулне лайӑх пĕлекене ертӳçĕ пулма суйламалла, вара тапранса тухмалла. Лере унта ӑшши те, апат-çимĕçĕ те çителĕклĕ. Хĕл иртиччен унта пурӑнӑпӑр, вӑй-хал пухӑпӑр, çуркунне Тӑван çĕршыва таврӑнӑпӑр. Ҫапла вĕрентнĕ аслӑ ӑрусем.

Ҫак пухӑва çĕрçисем те пухӑннӑ. Мĕн тӑвӑн, вĕсем те кайӑксем-çке-ха. Ыттисем мĕн каланине итлесе ларнӑ-ларнӑ та вĕсем те ертӳçĕ суйлама пикеннĕ. Кашни çĕрçи хӑйне ыттисем хушшинче чи лайӑххи тесе шутланӑ, ертӳçĕ пулма никама та мар, хӑйне суйласси пирки шухӑшланӑ. Анчах вĕсенчен пĕри те кӑнтӑрпа çурçĕр ӑçта вырнаçнине те тĕлленмен. Колхозӑн лаша витии хӑш вырӑнта ларнине, сĕлĕ валашки ӑçтине вара кашниех лайӑх чухланӑ. Кур-ха эсĕ: кашниех ертӳçĕ вырӑнне хӑй çеç йышӑнасшӑн, кама та пулин урӑххине лартас тенĕ шухӑша яхӑнне те ярасшӑн мар вĕт. 

Кӑшкӑрашнӑ, çунатитисемпе сулкалашнӑ, пĕр-пĕрин умĕнче пуçĕсене каçӑртнӑ, анчах килĕшӳ тупайман. Вĕçĕмсĕр шавланӑ. Аптӑранӑ енне вĕсене ытти кайӑксем хӑйсен аслӑ пухӑвĕнчен хӑваласа янӑ.

- Мĕнех вара, - тенĕ каппайчӑк çĕрçисем. - Эпир хамӑр пухӑва хамӑр йĕркелĕпĕр. Ыйтӑвĕ паллӑ: кӑнтӑр енне вĕçсе каясси. Унта ӑшӑ. Унта - хĕвел, тутлӑ апат-çимĕç. Акӑ суйлӑпӑр та лайӑх пуçлӑх - çула тухӑпӑр.

Хайхи çерçисем пысӑк хурӑн çине пухӑнса ларнӑ та хӑйсен пухӑвне пуçланӑ. Каллех шӑв-шав çĕкленнĕ, каллех пурте пуçлӑх пуласшӑн! Ватӑ хурӑн чĕтренсе кӑна ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта пĕр армак-чармак çĕрçи, пухура ертӳçĕ суйласси çинчен илтменскер, вĕçсе пынӑ те кӑшкӑрсах янӑ:

- Эй, чĕвĕлти кĕтӳ халӑхĕ, мĕн шавлатӑр?! Каллех ĕне тислĕкне пайлармарӑр-им-ха? Унта ав лаша валашкисене сĕлĕ тултарчĕç. Халех каймасан выçӑ тӑрса юлатӑр!

Хӑй савӑнтах вĕçтере панӑ. Ыттисене те урӑх тарсахлама кирлĕ пулман. Ма тесен вĕсем пурте лаша вити тĕлне лайӑх пĕлнĕ, шартлама сивĕсенчен тарса унта пĕрре маар хӑтӑлнӑ. Кӑнтӑр тени вара… Ӑçта вӑл? Кам курнӑ ӑна? Туп-ха эсĕ  ӑна, çит-ха… Кунта вара…

Ҫапла  пӑчланнӑ та çерçисен ертӳçĕ суйласа кӑнтӑр енне каяс ĕмĕчĕ. Халĕ, хырӑм хыр тӑрне кайнӑ кунсенче е Хĕл Мучи пит-хуçран чĕпĕтнĕ вӑхӑтра, аса илеççĕ вĕсем таçта кӑнтӑр ӑшши пурри çинчен, ытти кайӑксем каланӑ тӑрӑх унти хӑтлӑ та тутӑ пурнӑç çинчен те пĕлеççĕ. Вара каллех ертӳçе суйлама пикенеççĕ. Анчах ӑçта унта: кашниех пуçлӑха ларасшӑн. Пуçланать вара тĕркĕшӳ, тĕк кӑна вĕçет. Кун пек чухне пĕр-пĕр çерçи тупӑнать те çапла калать:

- Эй, «паттӑрсем»! Ҫитет тӳпелешсе! Ав унта Автатти аппа чӑххисене вир кĕрпи сапса панӑ. Васкӑр, атту выçах юлатӑр!

Выçӑ чухне пуçлӑх мар, апат шухӑшĕ кӑна. Кӑнтӑру-пуçу! Ӑçта кайтӑр вӑл? Пулнӑ та, пулать те хӑй вырӑнĕнче. Пуçлӑх суйлĕç те çавӑн чух кайса курĕç кӑнтӑра. Паянлӑха çĕрçи кӑнтӑрĕ - лаша витинче.