Пылпа çăкăр

Силэм Юлия Александровна

Çул айккипе вĕлтĕртетсе ларакан хытă курăк тунисем, юрпа-çумăрпа шăварăнса кăчăр шăннă тăпра муклашкисем, çÿхе пăрпа витĕннĕ шыв кÿлленчĕкĕсем вĕлтлете-вĕлтлете юлаççĕ. Çул хĕрринчен хĕрĕх-аллă метрта, унталла та кунталла кумакан машинăсене хÿтлĕх парса, çамрăк вăрман тăсăлать. Хура кĕркунне темерĕн − йывăçсем те кичеммĕн курăнаççĕ, хаваслăн шăпăлтатса, алă çупмаççĕ. «Эх, − ассăн сывласа шухăшлатăп эпĕ, − Елькка аппа халĕ хура тутăрпа, икĕ аркăллă тĕксĕм кĕпепе çÿрет пулĕ. Анне те хурлăхлă, атте те, ытти кÿршĕ-аршă, ялйыш». Эпĕ хам та хура свитер тăхăннă, çивĕтĕме хура хăюпа пуçтарса çыхнă. Чун-чĕрере ниçта шăнăçайми тунсăх, хурлăх.

Автобус ерипен пырать теме çук-ха, çапах та манăн ăна татах васкатас, халех, çак самантрах яла çитес килет. Кĕсъерен, миçе хутчен ĕнтĕ, шупкарах хут çине çапнă телеграмма кăларатăп. Чун хурланнăран-ши, те автобус лакăм-тĕкеме лекнĕрен, куçа тĕтре карса илнĕ пек − саспаллисем те йăлт-ялт сиккелеççĕ. Тĕрĕссипе, вулама кирлех те мар, пăхмасăрах пĕлетĕп ĕнтĕ мĕн çырнине. «Саня хĕрĕм тчк Мĕкĕте тетÿ вилсе кайрĕ тчк Пытарма кил тчк Аçу».

Пулма пултараймасть, − çухалсах кайрăм эпĕ.

− Хушамату мĕнле? − тĕпчерĕ телеграмма илсе килнĕ çын.

− Солдатова.

− Адресу?

− Вăрнарти ялхуçалăх училищи, хурт-хăмăр ăстисем вĕрентсе хатĕрлекен уйрăм.

− Санах ку телеграмма, санах, − терĕ вăл, ман çине шеллĕн пăхса. − Çак тĕле алă пус-ха эппин.

Хушнине турăм.

− Телеграммăпа шÿтлемеççĕ. Пуçна ан ус. Мĕн, Мĕкĕте тете текенни çывăх тăвануччĕ-им? − калаçрĕ вăл.

− Ахă.

− Мĕн тăвас тетĕн, вилнĕ çынна чĕртеймĕн, аплах ан хуçăл, − сывпуллашса тухса кайрĕ вăл.

Пÿлĕмре пĕчченех тăрса юлтăм. Кун каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ, училищĕре занятисем пĕтнĕ. Общежитире пĕрле пурăнакан хĕр-тантăшăм, халĕ шăпах кухньăра апат пĕçерекенскер, пÿлĕме кĕчĕ. Вĕри çатмине, шавлăн калаçса-кулса, сĕтел çине лартрĕ, çăкăр касма пуçларĕ, вара, эпĕ чĕнменнине кура, ман патăма утса пычĕ, тинех асăрхарĕ пулас телеграммăна...

Акă халĕ тăван яла васкатăп. Кĕрхи кун кĕске, тавралăха каç сĕмĕ çапрĕ. Манăн вара каймалли автобусран тухсан та пайтах, çичĕ çухрăм çуран утмалла. Темле çиткелĕп ĕнтĕ. Э-э, чупнă çĕрте чупăп, утнă çĕрте утăп − çитетĕпех. Тупнă пăшăрханмалли! Çакнашкал пысăк хуйхă умĕнче мĕн вăл çичĕ çухрăм? Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ, тет, − лăплантарма тăрăшатăп хама хам. Чиперех çÿретчĕ-çке Мĕкĕте тете. Октябрь праçникĕнче ялта пулнăччĕ эпĕ, темчченех калаçса лартăмăр унпа, колхоз утарне те çитсе çаврăнтăмăр.

− Хăçан вĕренсе пĕтеретĕп тетĕн-ха, хĕрĕм? − ыйтрĕ вăл ун чухне. Темшĕн Мĕкĕте тете мана, хăйĕн ачине чĕннĕ пек, хĕрĕм, тетчĕ.

− Çак хĕле каçатăп та çуркуннепе экзаменсем тытатăп. − Пурте йĕркеллех пулсан, çăва тухнă çĕре яла килетĕп. Яланлăхах. Нумай юлмарĕ кĕтмелли.

− Нумай юлмарĕ, − кăххăмлатрĕ вăл. − Эс ан пăшăрхан, Саня, хуртсене хĕл каçма лайăх вырнаçтарса лартрăмăр. Вăт! Çуркунне хăвах курăн.

Мĕне пĕлтернĕ-ши «нумай юлмарĕ» тени − ун чухне ăнланма пултарайман эпĕ. Этем ăшчикки пăрçа хутаççи мар çав − уçса пăхаймăн. Тен, пурăнас кунĕсем пирки шухăшласа çапла каланă вăл? Эпĕ нимĕн те сисмен, ăнланман. Эрне ытларах çеç иртрĕ-çке унтанпа. Эх, çăмăлттай, лĕпĕш хăраххи − хама хам ятлас та килет халĕ. Мĕкĕте тете сăмахĕсене хăлхана чикме пĕлмерĕм утарта чухне. Çÿрерĕм çунатланса-хавхаланса, пĕр савăнса та пĕр тĕнсе, пуç кăшăлĕ явса. Çырса пымаллаччĕ хуть, пуçра юлни − вăхăтлăх, хут çинчи − яланлăх.

Шăкăлтатса-кăлтăртатса чупать автобус. «Васка, васка!» − тетĕп эпĕ, пăшăлтатса. «Юрĕ-юрĕ, юрĕ-юрĕ, − тенĕн, çав кĕвĕпех малаллах ыткăнать автобус. Мĕкĕте тете! Мĕкĕте тете! Мĕнле-ха капла, сарăмсăр, кĕтмен çĕртен, утса-чупса çÿренĕ çĕртех... Тăванлă-хурăнташлă мар эпир вĕсемпе. Мĕкĕте тете − пирĕн кÿршĕ, чи чаплă, хаклă кÿршĕ, тăванран та тăван çын. Çук, тем тусан та, шухăшăма епле тăрăшса пĕр тĕвве çыхсан та, ватă утарçă вилнĕ тенине ĕненме пултараймастăп. Ăшпиллĕ, вашават çын асăмра. Унăн сăнарĕ куç умне яр-уççăн тухать.

Колхозăн ача садне çÿренĕ чухне, ултă-çичĕ çултан ытла пулманах эпĕ, картиш умне велосипед утланнă Мĕкĕте тете пырса чарăнчĕ. Хальхи пекех астăватăп: рультен самаях пысăк бидон çакнă, ăна вĕçертсе илсе, карта çумне лартрĕ. Кĕххĕмлеткелесе, хыçалти ларкăчран ещĕк антарчĕ. Ача-пăча пурне те пĕлме юратать мар-и?

− Мĕкĕте тете, бидонпа мĕн илсе килтĕн?

− Ещĕкри панулми пире валли-и? − тем тĕрлĕ ыйтупа сăрса илтĕмĕр ăна.

− Сире валли çав! Тата кам валли пултăр? Ах, вĕт ура ачисем! Ăçта-ха сирĕн воспитательници?

Çав кун, кăнтăрла, пылпа чей ĕçрĕмĕр (бидонра пыл пулнă иккен), çывăрса тăнă хыççăн тутлăран та тутлă панулми чаплаттарсах чăмларăмăр.

Кăмăлĕ çав тери ырăччĕ Мĕкĕте тетен. Хамăр кас ачисене (эпир юнашарах пурăнатпăр) пĕрехмай улма-çыр-лапа сăйлатчĕ, çĕнĕ пыл илсен вара пÿртне чĕнсе кĕртсех çитеретчĕ.

Ял ачи-пăчи, çамрăкĕ, ют пахчана кĕрсе, хĕве панулми тавраш тултарса тухни пулатех, Анчах Мĕкĕте тетесенне сĕмсёрле çаратнине астумастăп. Кăмăлне кура çаплаччĕ-ши, хисеплеттĕмĕр ăна, садри пыл хурчĕсенчен шикленеттĕмĕр пулас. Эпĕ астăвассах хурт-хăмăр тытатче вăл килĕнче, колхоз утарĕнче те ĕлкĕретчĕ.

Шăлтăрт-шăлтăрт, кăлтăрт-кăлтăрт...

− Камăн анмалла? − автобус алăкне яриех уçса ячĕ шофер. Çурăм хыçне рюкзак çакнă каччăпа кинемей ларкăчсем хушшипе малалла иртрĕç. Манăн самаях каймалла-ха, тепрер сехет ытлашшипех. Чÿрече çумĕнче ларнăран-ши, чĕркуççине сивĕ çапнине туйрăм. Тумтирĕмпе лайăхрах пĕркенсе ларатăп, алла та çанă ăшне чикетĕп − капла ăшăрах пек. Тулта йăлтах тĕттĕмленчĕ. Хура чаршав — каç чаршавĕ − хупăрланă талккишпех. Автобус умĕнчи çул çеç фарăсем çутатнипе лайăх курăнать, е тата хирĕç килекен машин тавраш шавласа иртет. Çанталăк каçа хирĕç самаях сулхăнлатрĕ, сивĕтрĕ.

II

Ун чухне вара ăшăччĕ. Çу кунĕсем − июль уйăхĕ, утă вăхăчĕ. Эпĕ килте, шкултан вĕренсе тухнă та аякка тухса кайма ĕлкĕреймен-ха.

Нимĕн те тăваймăн, ĕç нумай ял çыннин, уйрăмах çулла, çуркуннепе кĕркунне. Сехетпе кайса, сехетпе килеймĕн хиртен. Ака пуçланчĕ − хĕвелтен малтан тăрса, хĕвелтен кайран выртмалла. Пĕр сехет, пĕр кун çеç усăсăр ирттер − мĕн пулĕ-ши Мĕкĕте тете хуçалăхĕнче?! Пыл илейĕн-и е... Çук, утартан тухма та пĕлместчĕ вăл, çулла унтах выртса тăратчĕ.

«Çу кунĕ çулталăк тăрантарать», − теме юратать Мĕкĕте тете. Пирĕн килтисем те çак сăмаха час-часах аса илеççĕ. Аса илеççĕ çеç мар, саккун вырăннех шутлаççĕ. Çавăнпах маншăн та çулла канăç çук, анчах куншăн пĕртте пăшăрханмастăп эпĕ, пач урăхла, тантăшăмсемпе хĕпĕртесех ирсерен уя васкатăп. Аннене пулăшатăп çапла. Пĕр ирхине çумăр çукаларĕ те, бригадир ĕçе йыхăрмарĕ, канар терĕ. Кану тенин ячĕ кăна ĕнтĕ пĕр тесен. Канса ларăн-и? Килти ĕç-пуçа пуçтарни те теме тăрать. Анне мунчара шыв ăшăтрĕ − ĕнер каçкÿлĕм кĕпе-йĕм кĕлернĕччĕ. Часах сад пахчинчи каркăç çине тап-таса çуса тасатнă япала çакса тултартăмăр. Йĕпескертен кăштах супăнь, сивĕ шыв шăрши кĕнен туйăнать. Типсен − пуçтаратăн та... камшăн мĕнле, анчах тин çеç çуса типĕтнĕ кĕпе-йĕм шăршинчен ырăраххи нимĕн те çук маншăн. Пахчари улма-йывăç, чечек-курăк, уçă сывлăш шăрши кĕрет унран, пĕр сăмахпа каласан, пыл шăршине аса илтерет.

Япала типнĕ хушăра пысăк пахчана та тухса кĕме ĕлкĕретĕп − çĕрулми çумлатăп. Ĕçе пуçăнасси кăна − вăхăт иртнине те сисместĕн. Анне апата чĕнет. Сĕтел çинче тин çеç пиçсе тухнă кăпăшка хăпарту. Вĕрискер. Пичĕ, сар çу сĕрнĕрен, хĕвел пайăрки пек йăлтăркка, хĕррисем катрам-катрамлă, кăтăр-кăтăр. Чылай чухне çăкăр лавккара туянатпăр эпир. Килте кăмака хутни вара − чăн-чăн уяв. Пĕлет анне килйыша савăнтарма, кăмăла хăпартлантарма. Чăнах та, хăпарса-тулса пиçнĕ килти çăкăртан тутлăраххи пур-ши çĕр çинче?! Ман шутпа − çук. Чи техĕмлĕ-сĕтеклĕ апат маншăн − ăшă çăкăрпа сĕт. Анчах паян анне сĕт çинчен аса илмест-ха, тирĕкпе урăххине лартать. Пыл!

− Мĕкĕте тетÿ ĕнер уçланă. Çав кĕртсе хăварчĕ. Çи, выçрăн пуль, − тет анне.

Çăкăрпа сĕт калама çук тутлă. Тин юхтарнă пылпа вара, ну, нимпе те танлаштарма пĕлейместĕп, чĕлхÿне çăтса ярăн çав!

−Анне, Мĕкĕте тете килтех-ши?

−Утара каятăп терĕ. Çи, ара, мĕн сиксе тăтăн тата? Çук, апат шухăшĕ-и, çыртăка чăмла-чăмлах хăпăлхапăл пуçтарăнатăп.

−Çил-тăвăл хăраххи! Ăçта хыпăнатăн? − хăтăранçи пулать анне.

Асту, пĕлмест пуль эп ăçта каясса − ячĕшĕн ыйтать.

− Утара! − тетĕп çавах та.

− Утара?! Чисти пăрăç эсĕ, Саня. Пыл хурчĕсемпе арçын ачасем аппаланаканччĕ, ват çынсем ĕçлекенччĕ. Эсĕ пур, хĕрупраç пуçупа килте ларас вырăнне таçта хыпаланатăн?

Эпĕ чĕнместĕп. Ытлашши сăмах мĕне кирлĕ? Каймалла манăн Мĕкĕте тете патне − ĕçĕ те пĕтнĕ.

−Мунча кĕмелле, вăл пур, − мăкăртатать анне. Хăй вара, эх, анне кăмăлĕ, ытла та сапăр-çке, хĕрĕн шухăшне самантрах сĕмлет.

Сана ÿкĕте кĕртеес çук ĕнтĕ. Ăшăлла çитĕр, кала. Ху та çи, тăранмасăрах тухрăн атту, − тесе пĕчĕк хутаç тыттарать.

− Юрать, анне. Мунча кĕме ан кĕт мана. Пĕвере шыва кĕретĕп.

− Ах, ку Саняна, хĕр пÿне кĕчĕ − çапах ача ăсĕ кайман, − ăсатать вăл мана. (…)