ПЫЛ ХУРЧĔ

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

Пин-пинĕпе пĕрлешсе

Коммунпала пурнатпăр,

Ĕмĕр пĕрле ĕçлесе

Пĕрле ĕçсе-çиетпĕр.

 

Килĕштерсе пурăнма

Питĕ лайăх пĕлетпĕр!

Мĕн пур хитре чечекрен

Пылĕсене илетпĕр.

 

Усал хĕлпе сивĕрен

Эпир питĕ хăратпăр,

Тĕттĕм çĕре пытанса

Сехĕрленсе тăратпăр.