ПУРПĔР МАР-И?

Ялгир Петр Алексеевич

Ашшĕ хушрĕ

Петĕре Атă тасатмащкăн.

Леш шутларĕ:  «Ма сĕре

Кирлĕ вăй хумашкăн?

 

Вараланĕ пурпĕрех

Тăхăнса тухсассăн...»

Вăл вылярĕ пÿлĕмре

Шăллĕпе хаваслăн.

 

Ашшĕн пылчăклă аттах

Тиврĕ тăхăнмашкăн.

Сĕнчĕ ывăлне часах

Вăрмана пымашкăн.

 

«Кайиччен çиер апат»,—

Петĕр тытрĕ кашăк.

«Хырăм пурпĕрех выçать

Ма çиес?»— тет ашшĕ.