Пурнăçланайман ĕмĕт

Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич)

Расписани тăрăх, юрă урокĕсем кашни эрнерех пулаççĕ. Павел Прокопьевич − пултаруллă педагог. Вăл юрлама та, аккордеон калама та пит ăста. Калаçма ӳркенмен, ырă камăллă çын пулнăран пурте туртăнаççĕ ун патне: шăпăрлансем те, аслă классенче вĕренекенсем те. Унăн кăмăллă, вăйлă тенор сасси концертсенче час-часах янăрать. Шӳтлеме юратать пулин те, урокра çирĕп ыйтать çав Павел Прокопьевич. Вăл хушнине ачасем пĕр пăркаланмасăр пурнăçлаççĕ.

Кашни класăн хăйĕн хорĕ пур. Шкулăн пĕрлештернĕ хорĕ концерт лартнă чухне халăх хăпартлансах итлет вара вĕсене. Зал илемлĕ сасăсемпе тулать. Çынсем сывламасăр тенĕ пекех лараççĕ. Юратнă, учителĕ аккордеонпа сцена çине тухсан пурте куç илми пăхаççĕ вĕт. Епле илемлĕ кĕвĕсем калать, еплерех юрлать вăл!.. Макçăм та çăвар карсах, тимлесех итлет ăна.

Шкулти ушкăн тăван ялти Культура çурчĕн сцени çинче тăтăшах хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Кӳршĕ ялсене те пĕрмаях концертсемпе тухса çӳреççĕ. Хорта илемлĕ саслă, ачасем сахал мар. Коля Кольцов азербайджан юрăçин Муслим Магомаевăн юррисене те хитре янратать. Макçăмпа пĕр класра вĕренекен Ваня Сергеев вара Италири паллă юрăçăн Робертино Лореттин юрисене шăрантарать.

Пĕррехинче Павел Прокопьевич виçĕ арçын ачана, çав шутра Макçăма та, уроксем хыççăн хăварчĕ те вĕсен сассисене çĕнĕрен тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Вĕрентекен трио йĕркелеме сĕнчĕ, сасăсем пĕрпĕринпе килĕшӳллĕн янăранине палăртрĕ. Учитель сĕнĕвĕпе ачасем савăнсах килĕшрĕç. Вĕсем тăтăшах репетицисем ирттерме, каярахпа концертсене хутшăнма пуçларĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупни каччăсене тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарчĕ. Çĕнĕ трио пурне те эстрада юррисемпе тĕлĕнтерме тăрăшрĕ. Кунашкаллисене уйрăмах яшкĕрĕм килĕштерет. Таврари хĕрсем солистсене вăрттăн куç хĕсеççĕ. Шкул хорĕ районти конкурссенче яланах малти вырăнсене йышăнать, çавăнпа та Макçăм Кĕтеснер шкулĕнче вĕреннишĕн питĕ савăнать, тепĕр чухне мухтанать те.

Çамрăк юрăçсем кӳршĕ ялсене концерпа кайма пушшех юратаççĕ. Макçăм унта мĕнле çынсем пурăннипе, вĕсем еплерех тумланнипе, шкул, Культура çурчĕ епле ĕçленипе кăсăкланать. Çав вăхăтрах тантăшĕсемпе паллашма та ĕлкĕрет. Вĕсен йышĕнче каччăсем кăна мар, хĕрсем те пур. Çапах унччен вуланă журнал хуплашки çинче асăрханă пикене пĕрмай аса илет, ăна курма ĕмĕтленет Макçăм.

Трио солисчĕсем пурте профессионал юрăç пулма шут тытрĕç. Ваня Сергеевăн тăван аппăшĕ ав Шупашкарти Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрлать иккен, пиччĕшĕ вара − музыка театрĕнче. Ваньăн та сасси илемлĕ. Юлташне кура Макçăм та солист пулма ĕмĕтленчĕ.

Ĕмĕтпе таçта та çитме пулать-ха... Анчах Макçăм сивĕре шăннипе тăтăшах ангинăпа чирлеме пуçларĕ. Ун пек чухне юрласси пирки шухăшлама та май çук. Макçăма больницăна вырттарчĕç, вăрах сиплерĕç. Çапах та юлашкинчен пыр парĕсене касмалла тесе пĕлтерчĕç тухтăрсем. Унсăрăн вĕсем чĕрене тата ытти органа сиенлĕ витĕм кӳме пултарасси пирки асăрхаттарчĕç.

Операци хыççăн Макçăм тек юрлаймарĕ. Сасси пачах улшăнчĕ, янăравлăскер те уçăскер таçта çĕтрĕ. Ку кăна та мар-ха, пырĕнче ялан типпĕн тем чăрмантарса тăчĕ.

Апла пулин те Макçăм юрра юратма пăрахмарĕ. Илемлĕ те çемçе кĕвĕллĕ, тарăн шухăшлă, юрăсене итлеме кăмăллать вăл. Пĕр-пĕр оркестр вылякан кĕвĕ тӳрех тыткăна илет ăна. Поль Мориа француз ертсе пыракан ансамблĕн произведенийĕсем, Евгений Дога молдаван, Михаил Таривердиев Раççей композиторĕсем хывнă юрăсем ăна уйрăмах килĕшеççĕ. Юрă тĕнчи чăннипех илĕртет, чуна савăнтарать. Макçăм хăй ăшĕнче те шав пĕр-пĕр юрă е кĕвĕ ĕнĕрлесе çӳрет. Çакă ăна ăмăр çанталăкра та кăмăлне çĕклеме пулăшать, кулленех савăнтарать.