Пулă тытма – пĕвене

Алексеев Осип Алексеевич

Эпĕ пулă шўрпи юрататăп. Пуллине пĕвене чăма-чăма алăпа тытатăп. Пирĕн ялта тăватă пĕве. Пур пĕвере те пулă туллиех, тытма анчах ан ўркен. Тухрăм çапла пĕр ирхине пĕве хĕррине, шăмпăлт! çеç сикрĕм шыва. Чăмпăлт-чăмпăлт чăмса пулăсене е хўререн, е пуçран яра-яра илетĕп. Шур карасĕ те, сар карасĕ те пур. Пулли вĕтĕ пулсан та часах пĕр шăтăк чашăк тултартăм. Мана ку сăра хуранĕпе пулă шўрпи пĕçерме те, тепĕр çатма ăшаламалăх та çитет.

Ĕçе вĕçлесе пыраттăм, пĕр пысăк çĕлен пулă мана хўрипе шалч! тутарса тивертсе хăварчĕ.

− Ха, эсĕ манран кулатăн-и? − терĕм çавна хайхискер. − Пĕрех тытатăп сана!

Акă ишетĕп, акă ишетĕп пулă хыççăн. Ял варринчи пĕверен Мирун хушшинчи, малалла çўлти пĕвене, унтан − каялла. Анатри пĕвене чашкăрса ишсе çитрĕмĕр. Пулă ывăнни сисĕне пуçларĕ. Вăл, тăвалла хăпарнă чухне, утакан çын хăвăртлăхĕпе çеç ишме тытăнчĕ. Эпĕ ăна хўререн кап! ярса тытрăм.

Мăн пулă хыççăн ишнĕ вăхăтра шыва лартса хăварнă чашăкри пулăсем йăлтах тарса пĕтнĕ. Хам пĕрре те кулянмарăм.

− Пĕчĕкскерсем ўсчĕрех, − терĕм. − Пысăк пуллине ăшаласа çисен те çитет мана.