Пулăсем

Сарине Лидия Михайловна

Пулăсем шывра ишеççĕ,

Кунĕпе темскер çиеççĕ.

Вĕлтĕр-вĕлтĕр хўрисем,

Мĕншĕн çук-ши урисем?

Кунне виççĕ çимелле,

Ăшă сĕт те ĕçмелле.

Пулăсем çакна пĕлмеççĕ,

Сивĕ шыв ялан ĕçеççĕ.

Нимĕскер те тиркемеççĕ,

Никампа та хирĕçмеççĕ.

Кап! караççĕ çăварне,

Калаймаççĕ сăмахне.