ПУЛĂРА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Çырма хĕрринче,
Йăмра айĕнче,
Ларать Лариван
Иртенпех паян.

Пăхать вăлтине,
Юсать ăманне,
Йăл кулать чунтан
Пулли çаклансан.