Пулăра

Николаева Людмила Петровна

Мăрмăр ларать пулăра.
Мăнтăр ăман вăлтара.
Темшĕн пулли пач кĕмест…
Ăман пулла илĕртмест!

Кулянмашкăн кирлĕ мар,
Паян пулă кунĕ мар.
Тытса килĕн-ха ыран
Карас, кăртăш, тен, çăрттан.

– Кулянмастăп эп пĕртте,
Ăшă сĕт кĕтет килте.
Ěне пур чухне нихçан
Кушаксем выçă ларман!