Пулӑҫӑпа ылтӑн пулӑ

Мучи Иван (Илларионов Иван Иванович)


Анлă Атăл хĕрринче карчăкпа старик пурăннă. Старикĕн нумай центнер пулă тытма задани пулнă, анчах ĕçĕ майлă пырайман. Пĕрре старик тетелпе ылтăн пулă тытнă. Старик плана 20 процент тултарни çинчен Шупашкара телефонпа пĕлтерме тăнă хушăрах ылтăн пулă этемле каласа янă:

– Ырă старик! Яр мана Атăла. Эпĕ сана мĕн ыйтнине веçех пама пулатăп.

– Юрĕ, – тенĕ старик. – Суймастăн пулсан, итле. Манăн нумай центнер пулă тытмалла. Анчах тытма йывăр, мĕншĕн тесен пулăсем шыв варринче ишсе çӳреççĕ, шыв хĕррине тухса выртмаççĕ. Вĕсене шыв хĕрринелле хăваласа килесчĕ.

– Юрĕ, – тенĕ пулă, – кайса çывăр. Ыран курăн.

Старик ирхине вăрансанах шывалла пăхать. Хăй куçĕ курнине хăй ĕненмест. Шыв хĕрринчен инçетре те мар – пулăсем пит нумай.

Старик хĕпĕртенĕ. Шупашкара телеграмма янă. Кĕçех çĕнĕ шухăш пырса çапăннă ăна.

– Мĕнпе тытас ку нумай пулла? Тетелсем сахал. Пулăсене шывран тухма йыхăрнă. Анчах лешсем итлесшĕн пулман, кула-кулах шывалла чăмнă.

Старик йĕрсе янă. Каллех ылтăн пулă ишсе тухнă.

– Ма нăйкăшан, старик? Сана мĕн кирлине пĕлетĕп. Тетелсем сахал иккен. Объективлă сăлтавсем чăрмантарнă. Кайса çывăр, тетелсем пулĕç.

Старик, ир тăрсан, шывра пулăсем нумаййине курнă, анчах халĕ вĕсем ирĕкре мар, тетеле лекнĕ.

– Кусене мĕнле туртса кăларас? Эй, ылтăн пуллăм пулăшах! – йыхăрнă старик.

Анчах ылтăн пулă шывран тухман, телеграмма ярса панă çеç. «Намăс сана запятая пулă тытас ĕç хăй тĕллĕн пуласса шанса ларма точка», тенĕ.

Юмахăм пĕтрĕ, старик пек ĕçлекен пулăçăсем пĕтмен-ха, Атăлăн хăшпĕр кукрисенче пулă тытакан бригадăсенче халĕ те вĕсем пур-ха.

1940 ç.