Пулǎпǎр туссем

Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна

ПУЛǍПǍР ТУССЕМ

 

Вăл мăнаçлă, пархатарлă,

Хăй патне чĕнет ытарлăн:

- Шыва чăмăр, выльăр, кулăр,

Тытăр тĕрлĕ-тĕрлĕ пулă...

 

Юрă-кулă инçете

Вĕçтĕр пĕлĕтсем патне.

Пултăр çут тĕллев умра,

Пулччăр аслисем çумра.

 

Тимлĕр вĕтĕр-шакăра -

Пулăп кăмăллă вара.

Килĕшсессĕн хушусем

Эпир пулăпăр туссем.

 

Килĕшетпĕр Атăлпа.

Тус пулас килет унпа.