Пукане

Сарине Лидия Михайловна

Пукане чирлерĕ,

Нимĕн те çимест.

Эп чĕнсен – чĕнмерĕ,

Тек выляс килмест.

 

Эп ăна чĕркерĕм

Ăшă кипкепе,

Сăпкара сиктертĕм

Пит хĕрхеннипе.

 

Канăçа çухатрăм

Ĕнтĕ уншăнах,

Юрăсем юрларăм

Ывăнмасăрах:

 

«Тухтăр эсĕ пулăн

Çитĕнсе çитсен,

Аннўне сыватăн

Чирлесе ўксен».