Пукане

Растворцев Андрей Васильевич

Хам çуралнă кун мана

Парнелерĕç пукане.

Чим, варенипе ăна

Сăйлар мар-и, Марине?

 

Марине калать: «Çисем,

Ак пĕр кашăк, ак тепре...»

Астивсемччĕ, астивсем –

Тутли çук варенирен.

 

«Аи, йăлтах эс хĕп-хĕрлех,

Пуканеçĕм, пукане,

Кил-ха, çăвăнар пĕрле», –

Тет ăна савса анне.