Портфельлĕ Ашак

Светлая (Петрова) Елена Владимировна

Пушмакĕпе шаклаттарса, эй, шак та шак

Мӑн çулпала утса пырать Ашак.

Курах каять хайхи: умра портфель выртать,

Çап-çут тӑхи хĕвелпеле йāл-йāл йăлтăртатать.

 

«О-хо?! − ик хăлхине вылянтарать Ашак.−

Портфель! Ăçтан эс пĕлнĕ манăн шухăша?

Килсем часрах кунта! Алра портфель пулсан

Çын ăслăн, тăнлăн, сумлăн курăннă ялан.

Халь ĕнтӗ эп те ятлă пулăп санпалан!

 

Портфель! Эс ӳстеретĕн шанчăка!» −

Мăнаçланать Ашак. Умра ак − Качака.

Вăл тĕлĕнет Ашак сумлăхĕнчен −

Ара, портфель чăнах та сум кӳрет иккен.

«Ыйтам-ха пулăшу портфельлĕ Ашакран,−

Тет Качака, − хăтарĕ тен йывăрлăхран?»

− Хисеплĕ…Хм-м…

Ашак Ашакович…. Ĕнсе

Ку яхăнта ытла та ларчĕ хĕсӗнсе:

Вунă путек вӗт ман… Апачĕ-ҫимĕçĕ сахал,

Пӳрт-çӳчӗ сивĕ… Çитеймест вăй-хал

Эс халĕ ятлӑ çын ĕнтӗ, Ашак,

Тен, шеллĕн кӳршӳне, тен, пулăшăн кăштах?

 

− Чим… Портфеле уçам-ха, − тет Ашак.

Уçать хайхи, анчах портфелӗ пуш-пушах:

Ни хăпарту унта, ни кăтарту…

Çакна пăхса тăруçăн Качака

Тӳрех каларĕ уççăн Ашака:

− Çынна канаш пама çитеймесен мехел

Алла мĕн-ма тытатпăр-ши портфель?