ПОХОДРА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Эпир юрататпăр
Тĕпчеме, пĕлме,
Похода тухатпăр
Ушкăнпа пĕрле.

Çук пирте наянлăх,
Илĕртет инçет.
Чуна тус-тăванлăх
Çĕнĕ вăй пиллет.

Тухать вăйлă тăвăл,
Аслати кĕрлет.
Çапах шухăш-кăмӑл
Малаллах чĕнет.

Шанчăклăн утатпăр
Пурте отрядпа,
Киле таврăнатпăр
Тулли кăмăлпа.