ПЛОЩАДКА

Бурнаевский Валентин Григорьевич

25-мĕш дивизи штабне 26-мĕш авиаотряд представителĕ килсе кĕчĕ. Вăл тÿрех сĕтел варринче ларакан Чапаев умне пычĕ. Начдивăн икĕ енче те çынсем виçшер-тăватшарăн тăраççĕ.

Начальник юлташ,— терĕ хайхискер, хăйпе кĕскен паллаштарнă хыççăн.— пире площадка кирлĕ.

Мĕнле площадка? — тĕлĕнчĕ начдив. Вĕçевçĕ умĕнче вăл ура çине тăмарĕ.

Аэродром!

Ну-ну? — сĕтел хăмине пурнисемпе тăкăртаттарса илчĕ Василий Иванович.

Эпир сирĕн дивизие самолетсем вĕçсе килессе кĕтетпĕр. Пире самолет лартмалли площадка хатĕрлеме хушнă. Сахал чупсах хăпаракан çăмăл аэроплансемшĕн пĕчĕк лаптăк та çитет.

Летчик сăмахне итлесе пĕтерсен, Чапаев кулса ячĕ.

Кулăшла халăх эсир,— терĕ вăл.— Çĕр лаптăкне манран ыйтмалла-и? — Унтан сасартăк кулма чарăнчĕ.— Итле эппин: манăн нимĕнле площадка та çук. Çеçенхирте тикĕс лаптăк — тĕнче тулли: шырăр, тупăр. Хăвăрах! Сирĕншĕн çанталăк хăех тăрăшнă. Кур,—чÿрече витĕр кăтартрĕ вăл.— Урамра та симĕс кавир сарнă.

...Килĕшекен вырăн тупсан, Чапаевпа сăмахласа курнă çын, аэродром валли юрăхлă площадка палăртса хуни çинчен пĕлтерсе, авиаотряд командирне телеграфпа хыпарларĕ.

Çĕнĕ аэродрома куçасси авиаотрядшăн питĕ чăрмавлă. Чапаев дивизийĕ колчаковецсене хăваласа фронт чиккине кунсерен Урал патнелле çывхартма тытăнсан, авиаотрядăн ирĕксĕрех çапăçу çывăхнелле куçма тиврĕ. Çитменнине, ăна Чапаев ертсе пыракан дивизи аллине пачĕç.

Темиçе кун иртсен, техника пурлăхĕн пĕр пайне тиесе, пĕчĕк команда килчĕ. Аэродрома, самолетсене йышăнмалăх тикĕслесе çитерсен, иккĕмĕш ушкăнпа вĕçевçĕсен эшелонĕ çитрĕ. Ун хыççăн, утлă транспортсемпе автомашинăсем çине вырнаçтарса, техника пурлăхĕн тепĕр пайне куçарса килчĕç. Юлашкинчен, хуçалăхпа техника япалисене тата отряд канцелярине лавсем çине тиесе, строевой команда эшелонĕ те персе çитрĕ.

Чапаевецсем летчиксене ăшшăн кĕтсе илчĕç.