Ӳплере

Гордеева Светлана Денисовна

Хыр лăссинчен тăватпăр ÿпле,

Тункатаран пулĕ туслăх сĕтелĕ.

Пыччăр туссем те – вĕсемсĕр епле?

Толиксăр пуçсăр пурте йĕркеллĕ.

 

Çĕмĕрчĕ вăл чÿрече кантăкне,

Юлтăмăр уншăн саксăр-тенкелсĕр.

Питĕ чарусăр тытать вăл хăйне,

Çÿрет çапăçса, çыпăçса ним тĕллевсĕр.

 

Ǎслă канаш пачĕ пирĕн анне:

«Толик апла пултăр сирĕн хуралçă».

Халĕ патваррăн сыхлать ÿплене,

Хăй сăн-питрен те, чунпа та çуталчĕ.