Планетари

Ижендей Николай Петрович



Пӗррехинче Антун шӑллӑм манран ҫапла ыйтрӗ:

- Петюк, космонавтсем тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн мӗншӗн каялла ҫӗр ҫине аннине пӗлетӗн-и?

- Унта ӗмӗрех пурӑнма май ҫук та, карапа Çӗр еннеллех ҫавараҫҫӗ ӗнтӗ, - терӗм ун-кун шутламасӑр.

- Çук, кирек мӗн кала та, ахаль таврӑнмаҫҫӗ вӗсем. Тем тесен те ҫӑлтӑр татса анаҫҫӗ. Ман пек пӗчӗк ачасене выляма.

- Хӑ, унашкал чул катӑкӗсем хӑйсемех тӳперен тӑкӑнаҫҫӗ, - ӑнлантартӑм шкулта вӗреннине аса илсе.

- Сӳннӗ ҫӑлтӑр мар, йӑл-йӑл ҫиҫекенни пулинччӗ, - ӗмӗтленчӗ Антун. - Петюк, эсӗ мӗншӗн космонавт мар-ши? Çӑлтӑр илсе килнӗ пулӑттӑн мана валли.

Каҫ пулчӗ. Пурте ҫывӑрма выртрӑмӑр. Ыйхӑ килменрен шухӑшлатӑп: «Антуна епле майпа савӑнтармалла-ши? Тӳпери пӗр-пӗр ҫӑлтӑра татма пулать-ши?»

Сасартӑк пуҫа тӑн! пырса ҫапрӗ: ара, ҫӑлтӑр ӑсталама пулать-ҫке! Çи виттие сиртӗм те кухньӑна шӑппӑн тухрӑм, ӗҫе пикентӗм.

Чи малтан хулӑн хута вӑр! ҫавӑртӑм - цилиндр пулчӗ. Хачӑ тытрӑм та хура тӗслӗ хут листисенчен ҫӑлтӑрсем касса кӑлартӑм. Ǎна цилиндрӑн пӗр вӗҫне ҫилӗмпе ҫыпӑҫтартӑм. Тепӗр пуҫӗнчен хунарпа маччаналла тӗллесе ҫутатрӑм. Ак япала! Шевле пӗрчисем чупкалаҫҫӗ кӑна. Чӑн-чӑн ҫӑлтарсем пекех.

Тепӗр кун шкултан таврӑнсан шӑллӑма чӗнсе илтӗм.

- Антун, ҫӑлтӑр татса килтӗм. Кӑтартас-и? - терӗм.

- Ан тыттар! - ӗненмест вӑл.

- Курас килсен атя чӑлана. Хунар ил, - хушрӑм шӑллӑма.

Çӗр хута ӑсталанӑ хатӗре - ҫӑлтӑр кӑтартмӑшне - илтӗм те, тӗттӗм чӑлана тухрӑмӑр. Хайхи-майхи сӑнав каллех ӑнӑҫрӗ. Маччара ҫӑлтӑрсем чупкаланине курсан шӑллӑм савӑннипе тӑрӑс-тӑрӑс! сиккелерӗ.

Асатте тем ҫӑмӑлпа чӑлана кӑштӑртатса кӗчӗ.

- Ай, мӗскер ку? Планетари-ҫке! - тӗлӗнчӗ вӑл.

- Мӗн тени вӑл? - ыйтрӑмӑр шӑллӑмпа иксӗмӗр.

- Планетари - тӳпе тытӑмӗн моделӗ, ҫӑлтар йышне ансатласа кӑтартни. Шел, унашкалли пирӗн тӑрӑхра ҫук, - ӑнлантарчӗ асатте.

Планетари! Вӑт тӗлӗнтермӗш тӗк тӗлӗнтермӗш! Сӑмахне калама вӗреничченех ҫав фокус-покуса кӑтартма пултартӑмӑр иккен.

Вӑт ку ҫитӗнӳ! Ǎнӑҫу алӑ ӑсталӑхӗнчен килет иккен. Тепрехинче эпӗ юратнӑ шӑллӑма планетоход парнелетӗп - ҫӑлтӑр ҫинче ҫӳрекеннине.