Пирĕн вăхăт

Малгай Иван Григорьевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Анлӑ Атӑл тӑрӑх

Ӗмӗрех пирӗнпе

Ленин палӑкӗ

Эпир мирлӗ пурнӑҫшӑн

Мӗн пек ырӑ пире

Май саламӗ

Паян ҫуралнӑ ачана

Ҫамрӑклӑх чӗри

Паттӑрсем

Эх, иртеҫҫӗ утса ҫамрӑксем

Аттестат алла илсен

Фермӑра ӗҫлет вӑл, теҫҫӗ

Пӗтӗм ҫамрӑк урамра

Тракторсем хире тухаҫҫӗ

Пиҫсе ҫитрӗ ыраш

Эпир Атӑл ҫинчен

Чӑваш хӗрӗ

Хитре-ҫке ҫерем ҫӗрӗсем

Тулӑ пучахӗ

Тӑван тавралӑх

Уй-хирте

Аттене аса илсе

Килтен ҫырса пӗлтерчӗҫ

Хурлӑхпа кӑвакарнӑ пулсассӑн

Шухӑшласа кӳренни

Юлташа асӑнса (Максим Ястрана)

Севастополь

Хура тинӗс хӗрринче

Тинӗс шав кашлать

Сӗтел сехечӗ

Симӗс юман

Ватӑлман юрӑ

Канӑҫпа илем

Ҫухатрӑн пулсассӑн йӗппе вӑрманта

Куҫкӗски умӗнче

Эпӗ кантӑкран куратӑп

Пӗтӗмпех саралнӑ ҫулҫӑ

Вӗҫленмен ҫыруран

Эх, аван

Каҫ васкавлӑн иртет

Пытармастӑп

Тӑрисем ҫӳлте, ҫӳлте

Еҫ юрри

Эсӗ тимлӗ пулсан

Ҫук, кирлӗ мар мана пачах

Йышӑнмарӗҫ ӑна

Пӗччен куккук

Паллаймарӑм эп сана

Украина сӑввисем

 

АНЛӐ АТӐЛ ТӐРӐХ

 

Шупашкар хулинчен пуҫласа

Аҫтӑрхан хулине ҫитиччен

Ҫул ҫӳрерӗм кӑҫал савӑнса

Сарлака тӑван Атӑл ҫинче.

 

Юриех тухса кайрӑм курма

Ҫакӑн пек чаплӑ, вӑрӑм ҫула.

Пӑрахут шуса пычӗ пӗрмай,

Хӑварса хула хыҫҫӑн хула.

 

Куртӑм эп тӗрлӗрен вырӑнсем,

Сӑрт-тусем, улӑхсем, вӑрмансем...

Хӑйне май кашни вырӑн – илем,

Кашнипех савӑнан, киленен.

 

Кӗрсе куртӑм кашни хулана,

Юлташла саламларӑм чунтан.

Ачаран асӑмри Хусана

Эпӗ кӗтӗм, туссемӗр, малтан..,

 

Тутар хули – Хусан хули

Ларать умра ик куҫ тулли,

Аҫта пырсан та тараватлӑ.

Ир пуҫласа сӗм тӗттӗмччен,

Ҫитес ире сулӑниччен

Вӗллери пек куллен шавлать вӑл.

 

Чупаҫҫӗ вӗҫӗм трамвайсем,

Троллейбуссем, автобуссем...

Вӗҫӗ-хӗррисӗрех машина.

Тем чул кермен пек чул ҫуртне

Кӑмӑлласа вӗсем патнех

Ҫӗршыв илемӗ – Атӑл пынӑ.

 

Йӑваш пит-куҫлӑ ҫыннисем,

Пире тӑванлӑ кӳршӗсем

Кӗтсе илеҫ кунта палланӑн.

Ҫавӑнпала пуҫа тайса,

Салам! – тесе, хисеп туса,

Утса иртессӗм килчӗ манӑн.

 

Тутар хули – Хусан хули

Ларать умра ик куҫ тулли.

Кашни кӗтес тӗпрен ҫӗнелнӗ.

Савӑнтарать. Хумхантарать.

Иртнисене астутарать...

Кунта вӗреннӗ аслӑ Ленин.

 

Кашни кӗтес, кашни урам

Асилтерет халь Ленина:

Ҫулпуҫӑмӑр кунта ҫӳренӗ.

Ҫак шухӑшпа утса пыран,

Ҫӗклентерсе вӗри чунна,

Калатӑн: ӗмӗр сывӑ Ленин!

 

Тавах мухтавлӑ ҫулпуҫа!

Ун ӑсӗ ӗмӗр ҫул уҫать.

Кун-ҫул хӑвачӗ – аслӑ Ленин.

Ҫак шухӑшпа утса пыран,

Ыранхине умра курай:

Кун-ҫул татах та хӗвелленӗ.

 

Ульяновск хули – тӑпӑл-тӑпӑл хула.

Симӗс тум ӑшне путнӑ йӑлтах.

Пыратӑп пӑхса – манӑн кӑмӑл тулать.

Туп-тулли Атӑла курсанах.

 

Вӑл лӑпкӑн выртать сарӑлса таҫтанах,

Курма ҫук ку енчен леш енне.

Ҫын вӑйӗ пырса пӗвеленӗ ӑна,

Пӑхӑнтарнӑ кун-ҫулшӑн хӑйне.

 

Ҫут Атӑл кунта сарлака, куҫ тулли.

Ялтӑрать ҫеҫ Ульяновск хули.

Хула Атӑла ҫӳлтен ӑшшӑн савать,

Атӑл ешӗл тӑва чуптӑвать.

 

Тирпейлӗ ҫурт.

Тирпейлӗ пӳлӗмсем...

Пур пӳлӗмре те пӗр тасалӑх.

Хуллен, хуллен кӗреҫҫӗ те ҫынсем

Пӑхса ҫӳреҫҫӗ асӑнмалӑх.

 

Тирпейлӗ ҫурт.

Тирпейлӗ пӳлӗмсем...

Кунта ҫуралнӑ пирӗн Ленин.

Кунта ачалӑх кунӗсем

Ана хӗрӳ хӑват пилленӗ.

 

Хутран касса

Кӑларнӑ теттесем...

Пӗчӗк пукан... вӑйӑ сӗтеле...

Чипер хурса хӑварнӑ шашкӑсем...

Кунта халь ҫеҫ вӑл ларнӑ, тейӗн.

 

Ӑҫта пӑхан,

Унта чипер тирпев,

Хӑй вырӑнче пур япали те.

Пӗлсе, пурне те лартнӑ йӗркипе,

Куратӑн та – хумхантараҫҫӗ питӗ.

 

Ҫуртран тухан,

Пӗр вӗҫӗм шухӑшлан:

Кунта, тен, вӑл чупса ҫӳренӗ.

Килхушшинче утса пыран,

Сан умӑнтах тӑрать пек Ленин.

 

Кунта Ильич

Ҫӳренӗ-ҫке тесе,

Тавраналла пӑхса пыратӑн.

Хула тумне курса, хӗпӗртесе,

Ху ӑшунта сӑвӑ ҫыратӑн.

 

Атӑл выртать

Илемлӗн сарӑлса,

Пӑрахутсем шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

Ильич тӑрать площадьренех пӑхса –

Нихҫан асран кайми аттеҫӗм.

 

Каютӑра

Ӑҫтан чӑтса эс ларӑн!

Васкав тухатпӑр палуба ҫине.

Инҫе те мар,

Инҫе те мар капмаррӑн,

ГЭС курӑнса кайрӗ куҫсене.

 

Вӑл инҫе мар,

Ҫитетпӗр... Ҫывхаратпӑр.

Ҫывхарнӑҫемӗн Атӑл сарлака.

Сулахая,

Сылтӑмалла пӑхатпӑр,

Ҫыран таврашӗ ҫук-тӑр – яп-яка.

 

Тинӗсри пек

Хумсем сиксе тӑраҫҫӗ,

Вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ шурӑ чарлансем,

Пӗве ҫинче

Машинӑсем чупаҫҫӗ, –

Шутлатӑн:

Мӗн кӑна тумасть этем!

 

Пирӗн умра

Илемлӗ анлӑ Атӑл,

Пирӗн умра чи пысӑк ГЭС ларать.

Чунна ҫӗклентеретӗн,

Савӑнатӑн,

Эс хӑвӑнта вӑй-хал туян вара.

 

Ӗнтӗ хитре

Ӳкерчӗк, юмах мар-мӗн,

Тухать капмаррӑн куҫ умне, –

Мӗнле ӑс-тӑн,

Мӗнле тума пултарнӑ,

Теетӗн эс, кун пек шлюзӑсене!

 

Юмахри пек,

Никамсӑр уҫӑлаҫҫӗ

Алӑкӗсем, пӑрахутсем пырсан.

Пӑрахутсем анаҫҫӗ,

Хӑпараҫҫӗ,

Шлюзӑсене шуса кӗрсе кайсан.

 

Чӑнах, чӑнах,

Сӗм тӗлӗк мар ку пирӗн,

Вӑл тӗнчене шавах тӗлӗнтерет.

Ку пирӗн ӳсӗм, –

Коммунизм ирӗ, –

Тесе ман савнӑҫлӑн калас килет.

 

Ман умра Сталинград.

Умра паттӑр хула,

Ирӗк-халлӑ хула –

Ҫӗнтерӳҫӗ.

Чӗрене-чунӑма ырӑ туйӑм тулать,

Урамсем тӑрӑх чыслӑн иртӳҫӗн.

 

Эпӗ пулнӑ кунта, юлташсем, вӑрҫӑччен,

Эпӗ пулнӑ кунта вӑрҫӑ хыҫҫӑн.

Кам ҫырман, мӗн ҫырман

Ун ҫинчен халиччен,

Миҫе юрӑ юхать уҫҫӑн-уҫҫӑн;

 

Вӑл, тискер тӑшмана парӑнмасӑр тӑрса,

Вилӗмрен хӑрамасӑр,

Чакмасӑр,

Ҫут кун-ҫулшӑн, телейшӗн юнне юхтарса,

Ҫӗнтерӳ тунине астусамӑр!

 

Астӑватпӑр ҫуртсем ишӗлсе выртнине,

Вӑл калатчӗ: ман йывӑр суранӑм.

Юн юхман, вут тивмен

Ҫуртсене-килсене

Курма ҫукчӗ пачах та, тӑванӑм.

 

Парӑнмарӗҫ манми паттӑрсем пурпӗрех.

Сталинград сывлама пӑрахмарӗ.

Кӑмрӑкпа кӗл кӑна

Выртса юлнӑ ҫӗрех

Ҫӗнӗ никӗс хывма вӑл пуҫларӗ...

 

Ҫӗнӗ никӗс хывса, сехетпе ҫӗкленсе,

Сталинград улӑпла ӳссе ларчӗ.

Кам пӑхмасть ун ҫине

Акӑ халь киленсе,

Сталинград – пирӗн халӑх хӑвачӗ.

 

Каласа пама ҫук – мӗн тери сӑн-сӑпат:

Йӑлкӑшать хӗвелпе халь урамӗ!

Тӗнчене илтӗнме пултаран сасӑпа

Кӑшкӑрассӑм килет:

Ҫук суранӗ!

 

Пӑхсан – ҫӗлӗк ӳкет:

Ҫӳлӗ ҫутӑ ҫуртсем

Кармашаҫ пӗлӗте пур ҫӗрте те.

Куҫкӗски пек хитре, тикӗс тӳр урамсем.

Чӗререн савӑнса эп ҫӳретӗп.

 

Сталинград, Сталинград!

Аслӑ паттӑр хула.

Сталинград – парӑнман ҫӗнтерӳҫӗ.

Чӗрене-чунӑма ырӑ туйӑм тулать,

Урамсем тӑрӑх чыслӑн иртӳҫӗн.

 

ӖМӖРЕХ ПИРӖНПЕ

 

Мускав, Мускав, мӑнаҫлӑ Кремль –

Ҫӗршыв чӗри, ҫурхи телей.

Ак эп каллех пырса кӗретӗп,

Куҫ умӗнче ман – Мавзолей.

Хуллен пырса черет тӑратӑп,

Кӗретӗп шухӑша кайса.

Тӑван Ильич, сана куратӑп,

Иртетӗп шӑппӑн пуҫ тайса.

 

Ҫывратӑн лӑпкӑн, лӑпкӑн эсӗ,

Халь ҫеҫ канмашкӑн выртнӑ пек.

Хастар ҫулпуҫ, тӑван аттеҫӗм,

Эс ӗмӗр-ӗмӗр пирӗнпе.

 

Сан ӗҫӳсем нихҫан сӳнмеҫҫӗ,

Кашни ҫынах ӑна пӗлет.

Ӗҫ тӗнчине вӗсем чӗнеҫҫӗ

Тулли телейлӗх патнелле.

 

Эпир ӗҫре те, походра та

Утатпӑр харӑссӑн пӗрле.

Сан ялавна тытса пыратпӑр,

Ҫӗклетпӗр ҫӳлерен ҫӳле.

Кунран-кунах ӗҫчен этемлӗх.

Утать малтан мала хастар.

Пире кӳрет сӳнми телейлӗх

Мухтавлӑ парти – паттӑр ҫар.

 

ЛЕНИН ПАЛӐКӖ

 

Ак ҫӳлӗ палӑк, ҫутӑ палӑк.

Ильич тӑрать ҫурхи садра.

Йӗри-тавра уяр ҫанталӑк,

Чечек, чечек... йӗри-тавра.

 

Сад туллиех хӗвел хӗлхемӗ,

Шап-шурӑ ҫамрӑк ҫӗмӗртсем.

Ильич тӑрать, алне ҫӗкленӗ,

Инҫе пӑхаҫҫӗ куҫӗсем.

 

Вӑл куҫсенче йӑл-йӑлтӑраҫҫӗ

Хӗвеллӗ ӗмӗт-шухӑшсем,

Пире вӑй-хал парса тӑраҫҫӗ

Малтан мала утма вӗсем.

ЭПИР МИРЛĚ ПУРНӐҪШӐН

 

Кирлӗ мар пире вӑрҫӑ – вут-ҫулӑм.

Мир ялавӗ, ҫӗклен ҫӳлерех!

Юнпала кӳпчекен тискер мулӑн

Кунӗ-ҫулӗ куҫран ҫӗттӗрех!..

Халӑхсем савӑнса пурӑнасшӑн

Ҫут хӗвеллӗ, пуян ҫӗр ҫинче,

Ӗмӗрех пӗр-пӗрне тус пуласшӑн,

Кӗвӗҫ ҫук вӗсен ыр чӗринче...

 

Асилетпӗр эпир: явӑнатчӗ

Вут та ҫулӑм усаллӑн урса,

Хура юнлӑ тӑшман алхасатчӗ,

Кунсерен пире вилӗм сунса.

Ӑҫта пынӑ унта йывӑр хурлӑх

Куҫкӗретӗн тӑратчӗ килсе,

Ишӗлетчӗ эпир тунӑ пурлӑх,

Тӗтӗм айӗн куллен кӗлленсе.

 

Ман умрах татӑлас пек йӗретчӗ

Кӑвак куҫлӑ, шур ҫӳҫлӗ ача:

Амӑшне шыраса вӑл ҫӳретчӗ,

Питӗнче сӑнӗ ҫукчӗ пачах.

Бомбӑсем тирӗнсе ҫурӑлатчӗҫ,

Шӑхӑратчӗҫ хаяр пульӑсем...

Пирӗн Ҫар ҫыннисем ӑнтӑлатчĕҫ

Малалла, паттӑрла ҫӗкленсе.

 

Сахал мар-ҫке эпир тӳссе курнӑ.

Сурана час епле манаян?

Халь куратпӑр: ӗнер ҫулӑм урнӑ

Ҫӗрсенче мирлӗ пурнӑҫ паян! –

Заводсем ҫӗнӗрен ҫитӗнеҫҫӗ,

Кермен пек ҫӗкленеҫҫӗ шкулсем,

Айлӑмра улӑхсем ешӗреҫҫӗ,

Пыл пухаҫҫӗ вӗлле хурчӗсем...

 

Пирӗн халӑх тӑвать коммунизм,

Пирӗн халӑх хаваслӑн юрлать.

Ирсерен чаплӑран чаплӑ шуҫӑм

Ҫуталса килнӗ чух вӑл калать:

Кирлӗ мар пире вӑрҫӑ – вут-ҫулӑм,

Мир ялавӗ, ҫӗклен ҫӳлерех!

Тӑнӑҫ пытӑр телейлӗ кун-ҫулӑм

Ҫут хӗвеллӗ хитре тӗнчере!

 

МӖН ПЕК ЫРӐ ПИРЕ

 

Шап-шурах ҫӗмӗртсем,

Чечекре чиесем,

Хурлӑхан та кӗҫех

Ҫеҫкене лармалла.

Ӑҫта пӑхнӑ унта

Садсемпе пахчасем

Илемленчӗҫ иккен

Ытарми тумпала.

 

Эп куратӑп: садра,

Кун уяр вӑхӑтра

Чечек пек ачасен

Чӗвӗлти ушкӑнне.

Ав ҫӳреҫҫӗ чупса

Ҫара пуҫӑн, ҫарран,

Ҫурхи кун ҫутинче

Выляса вӑййине.

 

Мӗн пек ырӑ пире –

Ашшӗ-амӑшсене,

Мӗн пек ырӑ сире –

Пиччӗш-аппӑшсене

Садсенче, пахчара,

Симӗс курӑк ҫинче

Кунсерен халь курма

Ачасем чупнине.

 

Пулччӑр, тетпӗр, ялан

Вӗсем пурте хавас,

Усчӗр, тетпӗр, кашни

Ырӑ савнӑҫ курса;

Вӗсене ачаран

Тӗрӗс-тӗкӗл усрас,

Сад ӑсти йывӑҫсем

Ҫитӗнтернӗн пӑхса.

 

Ӳсчӗр пӗтӗм тӗнче

Ачисем савӑнса,

Пӗтӗм ҫамрӑк ӑру

Туйтӑр туслӑх мӗнне;

Ачаран пӗр-пӗрне

Чӗререн чысласа,

Тухса пыччӑр вӗсем

Чаплӑ пурнӑҫ ҫулне.

 

МАЙ САЛАМӖ

 

Паян пирӗн янкӑр тӳпене

Питӗ ир хӑпарчӗ

Май хӗвелӗ,

Питӗ ир вӑратрӗ ҫынсене

Унӑн ҫутӑ йӑлтӑркка илемӗ.

Ыталарӗ пӗтӗм таврана,

Юратса пит ӑшшӑн ҫупӑрларӗ,

Мускавран вӑл Инди таранах

Пурнӑҫа хаваслӑх халалларӗ.

 

Паян пирӗн харсӑр чӗресем

Питӗ хӑвӑрт савӑнса тапайрӗҫ,

Васкаса ҫӗкленчӗҫ юрӑсем,

Ярӑнса янравлӑн юхса кайрӗҫ.

Пӗр тӑванлӑ халӑхсем патне

Вӗҫсе кайрӗ пирӗн Май саламӗ,

Вӑл кӑтартӗ ырӑ хӑватне,

Пур ҫӗре те кӑмӑллӑн саланӗ.

 

Паян пирӗн инҫетри туссем

Пирӗнпе пӗр ӗмӗтлӗ, пӗр саслӑ;

Сар хӗвел тухса сарӑлнӑҫем,

Ҫирӗп миршӗн харӑссӑн тӑрса,

Урампа хӑюллӑн утса пыччӑр,

Пирӗн пек, малашлӑха курса,

Ҫӗнтерӳ енне кӑна ҫул тытчӑр.

 

Паян пирӗн каччӑсем, хӗрсем –

Курӑн, ытараймӑн! Шукӑль тумлӑ.

Ҫамрӑксен телейлӗ чӗрисем

Ҫӗнӗ шухӑш-ӗмӗтпе халь тулнӑ.

Пурӑнасшӑн ӗмӗр-ӗмӗрех

Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере хаваслӑн,

Юратса хӗвеллӗ ҫут ире,

Ҫакӑн пек калаҫҫӗ уҫӑ саслӑн:

 

Атом вӑйӗ кайтӑр вӑрҫа мар,

Атом вӑйӗ савӑнӑҫ шӑраттӑр,

Пурнӑҫа илемлӗн пурӑнма

Иксӗлми телей те ырлӑх патӑр.

Ҫирӗплентӗр туслӑх ҫӗр ҫинче,

Атомран та анлӑрах вӑй пухтӑр.

Ҫамрӑксен хӗрӳллӗ чӗринчен

Чӗр юн мар, чӑн уҫӑ юрӑ юхтӑр!

 

Эх, ҫанталӑк! Лайӑх-ҫке пире!

Пур ҫӗрте те чаплӑ Май уявӗ,

Лӑпкӑн-лӑпкӑн ӑшӑ ҫил вӗрет,

Вӗлкӗшет кӗрнеклӗн мир ялавӗ.

Паян пирӗн янкӑр тӳпене

Питӗ ир хӑпарчӗ те хӗвелӗ

Питӗ ир вӑратрӗ ҫынсене

Унӑн ҫутӑ кӑмӑлӗ – илемӗ!

 

ПАЯН ҪУРАЛНӐ АЧАНА

 

Ҫуралтӑн эс паян, ачам,

Хӗвел тухса хӑпарнӑ чух.

Ҫавӑнпала халех калам:

Телейлӗ пулӗ сан кун-ҫул.

Хӗвеллӗ пулӗҫ яланах

Эс пурӑнас-ӳсес кунсем,

Ахальтен мар ӗнтӗ сана

Лӑпкаҫҫӗ унӑн шевлисем.

 

Ҫуралтӑн эс, ачам, паян,

Куҫна халь уҫрӑн пуҫласа.

Ҫавӑнпала пӑхан аран,

Пӗр тӗлсӗр, шӑппӑн сывласа.

Пӗлместӗн эс, ачам: тулта

Тӑрать ем-ешӗл ҫуркунне,

Сад пахчисем йӑлтах, йӑлтах

Путса лараҫ чечек айне.

 

Пӗлместӗн-ха. Ҫӗршывӑмра

Пурнаҫҫӗ пурте савӑнса.

Нихҫан сӳнми тӑванлӑхра

Юхать халь юрӑ шӑранса.

Ӑҫта пыратӑн, ҫавӑнта

Ӳсеҫҫӗ ҫӗнӗ ҫурт-йӗрсем.

Ӗнер унта, паян кунта

Шӑтаҫҫӗ аслӑ стройкӑсем.

 

Ӗнер ҫерем выртнӑ ҫӗрте

Паян кӗрлеҫҫӗ тракторсем.

Казахстанра та Ҫӗпӗрте

Акаҫҫӗ тулӑ халь хӗрсех.

Ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑр – Ҫӗр тусне

Ҫаплах куратпӑр каҫсенче,

Ăна тӗнчемӗр уҫлӑхне

Ăсатнӑ хамӑр ҫӗр ҫинчен.

 

Ҫуралтӑн эс паян, ачам,

Хӗвел тухса хӑпарнӑ чух.

Ӗҫсем-йӗрсем ҫинчен пачах

Пӗлместӗн-ха, пепкеҫӗм, ҫук.

Сан ӳсмелле, ҫитӗнмелле,

Юман пек ҫирӗп пулмалла,

Вӗренмелле, ӗҫлемелле,

Хӑватлӑн хӑвӑрт утмалла.

 

Хӗрӳ ӗҫсем нумай-нумай,

Вӗсем пулинччӗҫ вӑхӑтра.

Ҫав ӗҫсене васкав тума

Эс ҫитӗн, чӗппӗм, хӑвӑртрах.

Хӗвеллӗ пулӗҫ яланах

Эс пурӑнас-ӗҫлес кунсем,

Ахальтен мар, халех сана

Лӑпкаҫҫӗ унӑн шевлисем.