ПИРӖН ТЕЛЕЙ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Пĕррехинче аннерен,
Те халиччен илтменрен:
«Телей тени – мĕн тени?» –
Тесе ыйтать Сӑпани.
Анне ӑна йĕркерен,
Мĕнпур чунтан-чĕререн
Çурӑмĕнчен лӑпкаса
Ӑнлантарчĕ каласа:
«Эсĕ паттӑр çитĕнни,
Ача садне çӳрени,
Унта вӑйӑ выляни –
Телей çавӑ, Сӑпани.
Мӑн заводсем шавлани,
Хирте тыр-пул кашлани,
Эпир лайӑх пурӑнни –
Телей çавӑ, Сӑпани.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхни,
Спутник вĕçсе çĕкленни,
Çĕршыв ӳсни, сарӑлни –
Телей çавӑ, Сӑпани.
Эпир сана юратни,
Пире эсĕ итлени,
Маттур, лайӑх вĕренни –
Телей çавӑ, Сӑпани...»