ПИРĔН ТЕЛЕЙ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Пĕррехинче аннерен,

Те халиччен илтменрен:

«Телей тени мĕн тени?»—

Тесе ыйтрĕ Сăпани.

Анне ăна йĕркерен,

Мĕн пур чунтан, чĕререн,

Çурăмĕнчен лăпкаса,

Ăнлантарчĕ каласа:

«Эсĕ маттур çитĕннĕ,

Ача садне çÿрени,

Унта вăйă выляни —

Телей çавă, Сăпани.

Хапрăк-савăт ĕçлени,

Хирте тыр-пул çитĕнни,

Эпир лайăх пурăнни —

Телей çавă, Сăпани.

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхни,

Шăнкăрч юрă шăратни,

Çĕршыв ÿсни, вăйланни —

Телей çавă, Сăпани.

Эпир сана вĕрентни,

Пире эсĕ итлени,

Маттур, лайăх вĕренни —

Телей çавă, Сăпани...»