ПИРĔН ХАКЛĂ ХĂНАСЕМ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Инçе çĕртен, кăнтăртан,
Сар хĕвеллĕ вырăнтан,
Вĕçсе килчĕç шăнкăрчсем,
Пирĕн хаклă хăнасем.

Пахчасенче, хирсенче,
Улăхра, вăрмансенче
Шăратаççĕ халь вĕсем
Хитре, хӳхĕм юрăсем.

Эпир тунă шур пӳртсем –
Çĕнĕ ăшă йăвасем –
Пит тарават вĕсене,
Кайăк тусăмăрсене.