Пилеш кайăкĕ

Семендер Юрий Семенович

Вӑрманти сӗвек пилеш

тайлӑкӗ,

Пилешсем шап-шур ҫуркунне.

Пилешсем ҫинче пилеш кайӑкӗ

Шӑратать хитре юррине.

 

Вӗренме кайран куҫса кайӑп-и

Хулана тӑван ялӑмран,

Сан юрру-кӗввў,

пилеш кайӗкӗ,

Тухас ҫук нихҫан асӑмран.

 

Хитре юрланӑшӑн пилеш кайӑкне «вӑрман шӑпчӑкӗ» теҫҫӗ. Вӑл ӑслӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑюллӑ, асӑрхануллӑ, чее кайӑк. Йӑви патне тӑшман ҫывхарнине курсан тапӑнать, анчах чараймасан чееленет: аманнӑ пек пулса уксахласа сиккелет. Ҫапла майпа тӑшмана йӑваран айккинелле илсе каять.