Пилеш


Николаева Людмила Петровна
Сив пӑр çурӗ, шӑпӑртатрӗ,
Пӗчӗк пилеше амантрӗ.
Кӗтӗм эпӗ ун хутне,
Çыхса ятӑм суранне.
Пилеш тусӑм, ан кулян,
Çирӗп чунлӑ пул ялан.
Йывӑç шӑлчӗ куççульне,
Тайрӗ тав туса пуçне.